Чăваш Енĕн Элĕк районĕ
Wikipediaри материал
Элĕк районĕ, — Чăваш Енĕн хĕвеланăç еннерех вырнаçнă район. Район çурçĕр енче Муркашпа Етĕрне районĕсемпе, хĕвеланăç енче Хĕрлĕ Чутай районĕпе, кăнтăр енче Çĕмĕрлепе Вăрнар районĕсемпе, хĕвелтухăç енче Красноармейски районĕпе юнашар вырнаçнă. Çӳрçĕртен кăнтăралла район 18 çухрăма тăсăлнă, хĕвеланăç енчен хĕвелтухăç енне — 25 çухрăма. Пĕтĕмĕшле лаптăкĕ — 554,1 км2. Район администрациĕ Шупашкартан 67 çухрăмра ларакан Элĕк ялĕнче вырнаçнă.
Район пуçлăхĕ — Платонов Анатолий Иванович.
Тупмалли |
[тӳрлет] Çутçанталăк
Çĕр айĕнчи пуянлăхсем районта çӳккипе пĕрех. Кирпĕч тумашкăн суглиноксем кăлараççĕ, тата карбонатлă породăсем хăш пĕр çĕртре тупма пулать.
Район климачĕ вăтам континенталлĕ. Хĕлсем вăрăм та сивĕ, çусем ăшă. Вăтам температура хĕлле -12,9°C тан, çулла — 18,3°C. Чи сивĕ палăртнă температура -44°C, чи ăшши — 37°C.
[тӳрлет] Халăх
1999 çулхи кăрлач 1-мĕшĕ тĕлне районта 22,1 пин çын пурăннă. Халăх плотноçĕ — 42,5 çын пĕр 1км2 çине. Ял халăхĕ 177 ялта пурăнать, вĕсенче вăтамран 205 çын. Ытларах пайĕпе чăвашсем (98%) пурăнаççĕ.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Александров Архип Терентьев, драматург.
- Андреев Иван Андреевич, чăваш чĕлхи тĕпчевçи.
- Арис Аркадий Иванович, прозаик, критик, тăлмач.
- Артемьев Александр Спиридонович, çыравçă, тăлмач.
- Ахтупай Валентин Степанович, чăваш сăвăç.
- Ванин Фёдор Евграфович, чăваш сăвăç.
- Васянка Никифор Тарасович, сăвăç.
- Волков Александр Иванович, çыравçă.
- Воронов Станислав Кириллович, — генерал-лейтенант.
- Галкин Александр Алексеевич, çыравçă, сăвăç, тăлмач.
- Димитриев Петр Димитриевич, — Раççей Федерацин Тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
- Дмитриев Петр Егорович, — сăвăçă.
- Емельянов Прохор Канонович, прозаик, драматург.
- Ефимов Мирон Ефимович, лётчик, Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Золотов Виталий Арсентьевич, прозаик.
- Иванов Владимир Александрович, тăлмач.
- Канюков Владимир Яковлевич, литературовед.
- Кузнецов Михаил Павлович, — Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ тренерĕ.
- Ларионов Никита Ларионович, чăваш çыравçи.
- Лукин Аркадий Васильевич, сăвăç, тăлмач.
- Малов Аркадий Васильевич, чăваш сăвăçи, тăлмач.
- Марков Борис Семёнович, Чăваш халăх артисчĕ, режиссёр.
- Павлов Иван Павлович, чăваш чĕлхеçи.
- Сапожников Геннадий Игнатьевич – тĕпчевçě, паразитолог, ихтиопатолог.
- Сереп Анатолий Трофимович, сăвăç, прозаик.
- Синичкин Виссарион Вениаминович, çыравçă, тăлмач, драматург.
- Степанов Михаил Степанович, — Ĕç Паттăрĕ.
- Терентьев Юрий Петрович, çыравçă.
- Тукташ Илья Семёнович, сăвăç, çыравçă, халăх пултарулăхне пухаканě.
- Харлампьев (Пилеш) Герасим Дмитриевич, çыравçă, драматург, скульптор, график.
- Ямаш Владимир Михайлович, çыравçă, сăвăç.
- Ют Николай Яковлевич, критик, халăх пултарулăхне пухаканĕ, публицист.
[тӳрлет] Ссылкăсем
- Элĕк районĕн сайчĕ (вырăсла)
- Элĕк районĕн канашлăвĕ (вырăсла)
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Чăваш Енри Элĕк районĕнчи ял-хулисем
- «Пурнăç çулĕпе» — Элĕк районĕн хаçачĕ.
Чăваш Ен районěсем | ![]() |
---|---|
Вăрмар районĕ | Вăрнар районĕ | Елчĕк районĕ | Етĕрне районĕ | Йĕпреç районĕ | Канаш районĕ | Комсомольски районĕ | Красноармейски районĕ | Куславкка районĕ | Муркаш районĕ | Патăръел районĕ | Пăрачкав районĕ | Сĕнтĕрвăрри районĕ | Çĕмĕрле районĕ | Çĕрпӳ районĕ | Тăвай районĕ | Улатăр районĕ | Хĕрлĕ Чутай районĕ | Шăмăршă районĕ | Шупашкар районĕ | Элĕк районĕ |