Павлов Сергей Лукиянович
Wikipediaри материал
Сергей Лукиянович Павлов 1955 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Ушанар ялĕнче çуралнă. 1991 çултанпа СССР, халĕ Раççей ÇП-не кĕнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1977 çулта Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ, каярахпа комсомолăн Мускаври аслă шкулĕнче тата Обществăллă наукăсен пӳлĕхĕнче политолога вĕреннĕ. "Молодой коммунист", "Ульяновец" хаçатсен редакторĕ пулнă, Чăваш патшалăх телерадиокомпани ертӳçĕнче ĕçленĕ, халĕ- "Хресчен сасси" Кĕнеке Кăларăв çурчĕн тĕп редакторĕ-директорĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
"Сĕлкĕш" (роман, I-VI кĕнекесем), "Сиплĕ çумăр" (повеçсемпе калавсем, 1991), "Серепе" (повеç). Унăн хайлавĕсене вырăсла, азербайджанла, турккăла, тутарла куçарнă.