Писер выççăлки
Wikipediaри материал
Писер выççăлки, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял.
Вăрман çумĕнче вырнаçнă. Выççăлкăра 53 çын (2006) пурăнать. Пĕр урам — Шоссе урамĕ.
[тӳрлет] Истори
1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.