Платонов Анатолий Иванович
Wikipediaри материал
Платонов Анатолий Иванович, — Чăваш Енри Элĕк районĕн пуçлăхĕ. 1952 çулхи чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Хирлеппуç Мĕлĕш ялĕнче çуралнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
- 1969-1972 çулсенче Шупашкарти медицина училищинче вĕреннĕ.
- 1972 çулта Элĕк районĕн тĕп пульницинче хăвăрт пулăшу пайĕнче фельдшер пулса ĕçленĕ.
- 1972-1974 çулсенче хĕсметре тăнă.
- 1974 çулта Элĕк районĕн тĕп пульницин хăвăрт пулăшу пайĕнче фельдшер пулса ĕçленĕ.
- 1974-1980 çулсенче Чулхулари медицина институтĕнче вĕреннĕ.
- 1975-1980 çулсенче — Горький облисполкомăн Шалти Ĕçсен Пайĕн пушартан сыхлакан уйрăмĕнче хĕсметре пулнă.
- 1980-1981 çулсенче Çĕнĕ Шупашкар хулин пульницинче интернатурăра хирург пулса ĕçленĕ.
- 1981-1982 çулсенче Элĕк районĕн тĕп пульницинче хирург пулса ĕçленĕ.
- 1982 çулта — Элĕк районĕн тĕп пульницин хирурги уйрăмĕн ертӳçи.
- 1982-1983 çулсенче — çав вырăнтах тĕп врачăн сиплев ĕçĕсен çумĕ.
- 1983-2005 çулсенче — «Элĕк районĕн тĕп пульници» МССУн тĕп тухтăрĕ.
- 2005 çулхи чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнчен — Элĕк районĕн пуçлăхĕ.
[тӳрлет] Хисеплĕ ячĕсем
- Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ тухтăрĕ.
- Чăваш Енĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ.
- Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ.