Пурнăç çулĕпе (хаçат)
Wikipediaри материал
«Пурнăç çулĕпе», — Элĕк район хаçачĕ. Тĕп редакторĕ: Корнилов Юрий Леонидович. Чăвашла тата вырăсла чĕлхесемпе эрнере 2 хут тухать. Тиражĕ: 3 пине яхăн.
Вырăнаçнă тĕлĕ: 429230, Чăваш Ен, Элĕк, Совет урамĕ, 35 çурт, e-mail: gazet@alikov.cap.ru.
[тӳрлет] Кун-çулĕ
1932 çулхи çурла 4-мĕшĕнче «Колхоз хаçачĕ» ячĕпе пĕрремĕш кăларăмĕ тухнă. 1963 çулта Элĕк районне пĕтернĕ пирки хупнă. 1965 çулта «Ленин çулĕпе» ятпа каллех тухма пуçланă. 1996 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕпе хальхи вăхăтчен «Пурнăç çулĕпе» ятпа тухать.
[тӳрлет] Редакторĕсем
Пĕрремĕш редакторĕ Тимофей Яковлевич Золотов пулнă. Ун хыççăн редактор вырăнĕнче Степанов А.С. (1933), Меценатова П.С. (1933-1937 ç.ç.), Куравлев В.П. (1937-1938 ç.ç), Тихонов И.Т. (1938-1940, 1947-1951 ç.ç.), Саперкин С.Ф. (1940-1944 ç.ç.), Лисин Х.И. (1944-1947 ç.ç.), Мешков А.Н. (1951-1955, 1957-1958 ç.ç.), Петров И.П. (1955-1956 ç.ç.), Чирков И.А. (1956-1957 ç.ç.), Соловьев П.Н. (1961-1962 ç.ç.), Кустиков А.Г. (1958-1961, 1965-1986 ç.ç.), Владимиров Л.М. (1986-1993 ç.ç.), Степанов В.Ф. (1994-1996 ç.ç.), Тимофеева Е.С. (1996-1998 ç.ç.) ĕçленĕ.