Сĕве (юханшыв)
Wikipediaри материал
Сĕве, — Тутарстан тата Чĕмпĕр облаçĕ тăрах юхакан юханшыв, Атăлăн сылтăм юппи. Тăршшĕ 375 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 16, 7 пин км2. Атăлçи сăрлăхĕн хĕвелтухăç енчи тайламĕнче пуçланать те çурçĕрелле юхса Куйбышев шыв усравĕн Сĕве заливне юхса тухать. Ытларах пайĕне юр шывĕпе тулать. Чӳк уйăхĕнче шăнса ларать те ака уйăхĕнче пăртан тасалать.