Сакасем
Wikipediaри материал
Сакасем, — иран чĕлхипе калаçакан йăхсен ушкăнĕсен ячĕ. Пирĕн эрăн 1 пинçуллăхпа пирĕн эрăн пĕрремĕш ĕмĕрсем хушшинче Çичшыв тăрăхĕнче пурăннă.
Йăли-йĕрки, япалисем скифсен пекрех пулнă. Авалхи перси çырăвĕсенче тата Геродот çырăвĕнче виçĕ ушкăна палартма пулать: хаомаварга-сакасем (Геродот тата антика вăхăтĕнчи çыравçăсен — амюрксем), тиграхаут-сакасем («шĕвĕр вĕçлĕ калпаклисем»), тата парадрай-сакасем («тинĕс (Каспи) леш енчисем»). Юлашкисем вырăнĕнче Хура тинĕс çумĕнчи скифсене шутлама пулать.
[тӳрлет] Истори
Пирĕн эрăччен VI тата V ĕмĕрсен чиккинче сакасен йĕхĕсем Ахеменид йĕхĕнчи Перси патшисен аллине лекнĕ. Сакасен йăхĕсем Перси патшисене куланай тӳленĕ, çар валли арçынсене парса тăнă. Перси çарĕнче сакасем грексемпе перси хушшинчи вăрçăсене хутшăннă. Сăмахран каласан, Марафон патĕнчи çапăçăва вĕсем хутшăннă пулнă.
Перси империне Александр Македонски çĕнсе илнĕ хыççăн сакасен пĕр ушкăнĕ Селевкидсен çĕрĕсем çине кĕрсе кайса Парфи патшалăхне йĕркеленĕ çĕрте самай ӳсĕм кӳнĕ.
Тепĕр ушкăнĕ Дрангиана çитсе ăна йышăннă, Сакастан (Иран тата Афганистан шутне кĕрекен Систан тăрăхĕнче вырнаçнă пулнă) патшалăхне туса хунă.
[тӳрлет] Археологи палăкĕсем
Чи паллă палăксем шутне Тегискен тата Уйгарак вилĕ вырăнĕсем, Чиликтин Иссык улăп тăприсем.