Тани Юн
Wikipediaри материал
Тани Юн (чăн хушамачĕ Максимова-Кошкинская, çуралă чухне Бурашникова Татьяна Степановна ята панă), — чăваш актриси. 1903 çулхи кăрлачăн 28 Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Етĕрне районĕ) Чурпай ялĕнче çуралнă. 1977 çулхи юпа уйăхĕн 6 Шупашкарта вилнĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Революци вăхăтĕчен вăл Пĕрçырлан пуçламăш шкулĕнче, кайран Большесундырский икĕ класлă шкулта вĕреннĕ. Етернере иккĕмĕш ступене вĕренсе петернĕ хыççăн вăл 1921 çулта мускаври çар-спорт шкулне вĕренме кĕнĕ. 1922 çулта ăна физкультура инструкторĕ пулма Шупашкара яраççĕ. Кунта вăл тĕрлĕ ĕçре ĕсленĕ.
1924 çулта Чăваш драма теартĕнчи А. И. Слабодский ертсе пынă студие вĕренсе пĕтернĕ. Чăваш тата Вырăс драма театрĕсенче вылянă. Кунта ăна Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пулас мăшăрĕ асăрханă.
1937-1940 çулсенче репрессине лекнĕ. 1937 çулхи авăн уйăхĕн 29 Чăваш АССР прокурорĕ Татьянăна арислеме хушнă. Юпа уйăхĕн 1 вара ăна тĕрмене хупнă. Пĕр уйăх иртсен, 1937 çулхи чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче, ăна ыйтусем пама пуçланă. Иккĕмĕш хут ыйтма пуçласан, раштавăн 1, ăна ют çĕршыври çынсемпе çыхăннишĕн айăплама тытăннă. Хĕненĕ хыççăн вара ăна явапа йышăнма алă пустарнă. Çав çулах, раштавăн 5, Таньăна "япун контрразведки" çине ĕçленĕ тесе айăпланă, 8 çул ларма панă. Арес вăхăтне иртерме ăна Казахстан ССРти Караганда облаçĕнчи Долинка салине ăсатнă.
1938 çулхи кăрлачра унăн хĕрĕ, Изида, Сталина амăшне ирĕке кăлармашкăн çыру çырнă, анчах та хурава кĕтсе илеймен. Лагерьтен Татьяна темиçе хут та çырнă унăн ĕçне тепĕр хут пăхса тухма, ăна йăнăшпа хупса лартни пирки, анчах та нимĕн те тăвайман.
1940 çулхи кăрлач уйăхĕнче Чăваш АССРăн НКВД Таньăн ыйтăвне пăхса тухнă та ăна тĕрĕс мар тесе палăртнă, хупса лартнă вырăнтан кăларнă. Анчах та актриса ĕçне пикенме чарнă.
1950 çулсенчен пуçласа литература ĕçне пикеннĕ. Вырăс çыравçисен ĕçĕсене чăваш чĕлхи çине куçарнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Кĕлеткипе хитре пулнăран, тата выляма та лайăх вылянă пирки вăл "Чăвашкино" студи ӳкернĕ нумайăш чăваш фильмĕсенче ӳкерĕннĕ. Пĕрремĕш картини Волжские бунтари ятлă пулнă. Кунта вăл пĕчĕк роле кана вылянă: çĕтсе кайнă ачана шыракан амăшне. Ăна вăл питĕ лайăх вылянă. Ытти кинолентăсенче вăл ытларах енĕпе тĕп рольсене вылянă.
[тӳрлет] Кинори рольсем
Вăл ӳкерĕннĕ картинăсенчи рольсем:
- Амăшĕ ("Волжские бунтари", 1926)
- Сарпике ("Сарпиге", 1927)
- Уркка ("Черный столб", 1928)
- Марье ("Вихрь на Волге", 1928)
- Таиса ("Апайка", 1929)
- Колхоз председателĕ ("Помни!", 1932)
[тӳрлет] Театрти рольсем
- Глафира ("Волки и овцы", 1936)
- Наталья ("Васса Железнова", 1936)
- Эмилия ("Отелло", 1942)
- Мирандолина ("Трактирщица" К.Гольдони, 1946)
- тата ыттисем