Тимофеев Григорий Тимофеевич
Wikipediaри материал
Тимофеев Григорий Тимофеевич 1878 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи Тĕрлемес салинче çуралнă. 1937 çулта ăна контрреволюционер тесе тĕрмене хупнă, çав çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче персе вĕлернĕ. 1967 çулта унăн таса ятне тавăрнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Ялти шкултан, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă. 1896 çулта, учитель ятне илнĕ хыççăн, ăна Тутарстанри Элшел ятлă чăваш ялне ачасене вĕрентме янă. Элшелте ĕçленĕ чухне вăл Пӳркел таврашĕнчи чăваш ялĕсене пĕрмаях кайса çӳренĕ, халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене нумай çырса илнĕ, "Тăхăръял" ятлă этнографииллĕ очерксемпе халăх сăмахлăхĕн кĕнекине пухса хатĕрленĕ. 1925 çулта Г. Тимофеев Шупашкара куçса килнĕ. Тăлмачăра, учительте ĕçленĕ. Ун хыççăн пĕтĕм çемйипе Çĕпĕре куçса кайнă: малтан Кемĕр, унтан Новокузнецк хулисене çитнĕ. 1931-1937 çулсенче Оренбрург облаçĕнчи Абдулино районĕнчи Анат Курмей ялĕнче пурăннă, шкулта ачасене математика, вырăс чĕлхи вĕрентнĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Чăваш историшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ "Тăхăръял" ятлă ал çырăвĕ авторне таса ятне тавăрнă хыççăн тин, 1972 çулта, кун çути курнă. Иккĕмĕш хут ăна 2002 çулта пичетлесе кăларнă.