Тире
Wikipediaри материал
Тире (фран. tiret «тăс») — хутсăр тата хутлă предложенисенче усă куракан чарăну палли. Дефис паллăран кăшт вăрăмрах. Вырăс çырулăхне тирене хăй вăхăтĕнчи паллă çыравçă тата историк Н.М.Карамзин (1766—1826) кĕртнĕ.
Тирене çакăн пек чухне лартаççĕ:
- подлежащипе ят сказуемăй хушшине (Трактор — машина, Шупашкар — Чăваш Республикин тĕп хули);
- пĕр йышши членсем хыççăнхи пĕтĕмлетӳ сăмахĕ умĕн (Акă вокзал, тырă склачĕсем, чугун çул çинчи пĕр хутлă вăрăм çуртсем — пурте вĕсем ачаран палланă çуртсем)
- каламасăр хăварнă сăмах вырăнне (Тумлам çине тумлам — кӳлĕ пулать, улăм çине улăм — ура пулать. Куç хитрине юратать, тута — тутлине);
- хăвăрт пулакан е кĕтмен ĕçе палăртакан сăмахсем умĕн (Салампи пурте кĕрсе тăнăччĕ кăна — куршĕри çенĕк алăкĕ сас турĕ...);
- ĕçсем хирĕçле пулнине пĕлтерекен предложенисенче (Вутта каяс тенĕччĕ — çил-тăман чарчĕ)
- вăхăт е хисеп виçине, инçет тăршшĕне кăтартакан икĕ сăмах хушшине (1941 — 1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçи; Шупашкар — Мускав рейс).
Тупмалли |
[тӳрлет] Тĕсĕсем
[тӳрлет] Вăрăм тире
[тӳрлет] Вăтам тире
[тӳрлет] Цифрăллă тире
[тӳрлет] Кĕске тире
Тепĕр май ăна дефис теççĕ.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Дефис