Шупашкарти В.И. Чапаев музейĕ
Wikipediaри материал
В.И. Чапаев музейĕ, — Шупашкарăн В.И. Чапаев скверĕнче вырнаçнă музей. Музейе 1974 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче уçнă. Музейе Василий Иванович Чапаева халалланă.
Проект авторĕсем: А. Кузьмин, М. Суслов, И. Гаврилов, А. Иванов, Т. Веденина.
1986 çулта пĕр хутлă музей çумне Чапаевсем кил-йышĕн пӳртне куçарса килнĕ. Ăна чылай вăхăт шыранă хыççăн Шупашкар районĕнчи Колешша ялĕнче тупнă. 1912 çулта Василий Иванович ашшĕн, И.С. Чапаевăн çуртне сутнă, Будайкăран илсе кайнă.