Юхма Мишши
Wikipediaри материал
Юхма Мишши (чăн ячĕ Юхма Михаил Николаевич), — чăваш çыравçи, историкĕ, сăвăçи, драматургĕ. 1936 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăръел районĕнчи Сăкăт ялĕнче çуралса ӳснĕ.
1964 çултанпа СССР ÇП членĕ. Чăваш халăх çыравçи (1993), Чăваш Енĕн, Тутарстан, Мари Эл, Удмурт республикисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Пĕрлĕшнĕ Нацисен Ушкăнĕн парнине тата ылтăн медальне (1986) тивĕç пулнă. Ăна Тĕнчери литературăн К. Симонов, В. Пикуль, А. Фадеев ячĕллĕ, эрменсен Паруйр, азербайджансен Самед Варгун ячĕллĕ парнине, нимĕçсен «Çĕнйĕркелĕх» парнине, турккăсен «Тӳрк тĕнчишĕн тунă пысăк ĕçсемшĕн» хисеп парнине панă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Патăръелĕнчи вăтам шкултан, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Шкулта ачасене вĕрентнĕ, пĕр хушă Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра Чăвашсен обществăпа культура центрне тата Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвне ертсе пырать.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Халиччен унăн икçĕре яхăн кĕнеке тухнă. Паллăраххисем:
- «Çăлтăрсем чĕнеççĕ» (1965),
- «Мускав çулĕ» (1966),
- «Эльпи чечекĕсем» (1969),
- «Кăвак çĕмрен» (1971),
- «Еткер» (1986),
- «Термен» (1990),
- «Анне çăкăрĕ» (1991),
- «Атте пахчи» (1992),
- «Авалхи чăвашсем» (1996),
- «Авалхи чăваш туррисемпе паттăрĕсем» (1996).
Юлашки çулсенче çыравçă «Хуркайăк çулĕ» ятлă историллĕ романсен ярăмпа ĕçлет. Вăл ярăмра халĕ тухнă:
- «Хĕвел хапхи» (иккĕмĕш ячĕ «Тамарислу — амаçынсен патши»);
- «Юрăçăпа патша» (иккĕмĕш ячĕ «Сăкăт пики — сар пике», 2002);
- «Ылттăнту — тăван кил» (иккĕмĕш ячĕ «Метте — хунсен çарпуçĕ», 2001);
- «Аттил-патша» (иккĕмĕш ячĕ «Çын куççулĕ çĕре ӳкмест», 2003);
- «Купрат патша» (иккĕмĕш ячĕ «Пурнăç çулĕ — вăрăм çул», 2003);
- «Атăл шывĕ юха тăрать» (иккĕмĕш ячĕ «Пуласлăха курас тесе», 2004);