Çĕнĕ Çул (уяв)
Википедири материал
Çĕнĕ Çул — Çĕр çинчи нумай [халăх]]сен уявĕ. Ăна йĕркеллĕ календарь тăрăх кивĕ çулăн юлашки талăкĕ çитес çулăн пĕрремĕш талăкне куçнă самантра палăртса ирттереççĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Хальхи Çĕнĕ Çул
[тӳрлет] Григориан календарĕ тăрăх
Çĕр çинчи нумай çĕршывсен çыннисем Çĕнĕ Çула кăрлач, 1 савăнса уявлаççĕ.
[тӳрлет] Еврейсен Çĕнĕ Çулĕ
Тĕп статья: Рош Ха-Шана.
Еврейсем Рош-Ха-Шана (ראש השנה) — (çул пуçĕ) Песах хыççăн 163 кун иртсен (авăн, 5 — юпа, 5 хушшинчи пĕр кунĕнче) уявлаççĕ. Çак вунă кун хушшиче каçару ыйтса кĕл тăваççĕ. Тепĕр вунă кунĕсене «тшува кунĕсем» («таврăнни» — Турă патне таврăнни ĕнтĕ) теççĕ. Вĕсене татах «каçару кунĕсем» е «хумхану кунĕсем» те теççĕ. Рош-Ха -Шана чухне çыннăн шăпи пĕр çул малалла палăрăнса çырăнать. Уявăн пĕрремĕш каçĕнче еврейсем пĕр-пĕрне çапла саламлаççĕ: «Пурнăç Кĕнекинче сирĕн лайăх çырăнмаллла пултăр!». Еврейсем ун чухне шурă тумтирсем тăхăнаççĕ. Уявланă чух халана е панулмие пыл пуçса çиеççĕ.
[тӳрлет] Китай Çĕнĕ Çулĕ
Китайра Çĕнĕ Çула хĕллехи уйăх çĕнелнĕ тĕле ирттереççĕ. Григориан календарĕпе çак кун кăрлач, 21пе нарăс, 21 хушшине лекет. Кашни çула 12 чĕрчунран пĕрипе тата 5 элементран пĕрипе çыхăнтараççĕ. Çĕнĕ Çулăн пĕрремĕш кунĕнче фейерверксене, тутлă шăршă çунтараççĕ. Фейерверксем усал (дух)сене хăратса хăваласа яраççĕ
[тӳрлет] Бахай Çĕнĕ Çулĕ
Бахаисен тĕнĕ йĕркипе Çĕнĕ Çула (Навруза) çуркуннехи каçпа кун тан чух уявлаççĕ.
[тӳрлет] Бенгал Çĕнĕ Çулĕ
Ака, 14 — Бенгал Çĕнĕ Çулĕ (Бангладеш).
[тӳрлет] Чăвашсен Çĕнĕ Çулĕ
- Тĕплĕнрех Мăнкун статьяна вулăр.
Христос тĕнне йышиниччен чăвашсен Çĕнĕ Çулĕ Манкун уявĕнче пуçланнă. Вăл хальхи пуш уйăхĕн 25-мĕшне лекет. Сĕрен, вирĕм ирттерсе киле вут урлă сиксе тасалса килнĕ хыççăн пысăк уяв ирттернĕ. Хĕрлĕ çăмарта пĕçернĕ, чăкăт, пашалу-кулач, пăтă, кукăль хатĕрленĕ. Сăра кăларса ăратри тăвансемпе ĕçкĕ ирттернĕ.
Мăнкунра кунпа çĕр танлашнă хыççăн кун таршшĕ ӳсме, çĕр катăлма пуçланă.
[тӳрлет] Вырăс Çĕнĕ Çулĕ
[тӳрлет] Пиротехникă
Çĕнĕ Çула уявланă чух тĕрлĕ тĕслĕ пиротехникă фейерверкĕсене çунтараççĕ: хлопушкăсене, бенгал çуртисене, пĕрре е нумай залпăллă салютсене, ракетăсене, рим çуртисене, петардăсене. Çаплах, пиротехникăна усă курнă чухне асăрхануллă пулмалла, уяв вăхăтĕнче çынсем вут-кăвайта кĕреççĕ, хăйсене амантаççĕ (ӳте пĕçертни, контузи, ал-урана сарăмсăр татăлтараççĕ), çавăнпа çĕнĕ çул каçĕ травмăллăх енчен çав тери йывăрри шутланать.
[тӳрлет] Тĕрлĕ çĕрсенчи йăласем
- Италире Çĕнĕ Çул умĕн кивĕ усăсăр япаласене кăларса пăрахаççĕ, Раштавра вара раштав пуленкине çунтарса яраççĕ.
- Японире Çĕнĕ Çул каçĕнче 108 хут чана çапаççĕ. Кашни чан сассийĕ пĕр çылăха лекет. Çылăхесен шучĕ улттă: çăткăнлăх, ухмахлăх, усаллăх, çăмăлтайлăх, хăюсăрлăх, ăмсанăлăх, çаплах кашнин 18 тĕрлĕ тĕсĕ пур, пурĕпе ĕнтĕ 108 чан çаппипе килĕшĕнет.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Совет тапхăрĕнчи çĕнĕ çул саламĕсем
- Ирония судьбы, или С лёгким паром! (фильм)
- Çĕнĕ Çулхи чăрăш
- Чăрăш ерешĕсем
- Халăха Çĕнĕ Çулпа саламлани
- Хĕл Мучи