Япони
Википедири материал
Япони (日本 Нихон е Ниппон, официаллă ят 日本国 Нихон-коку е Ниппон-коку) —Хĕвелтухăç Азири утравсем çинче пурăнакан халăхсен патшалăхĕ. Японин тĕп хули - Токио.
Тупмалли |
[тӳрлет] Тавралăхĕ
Вăл Лăпкă Океанра Китай, Корей тата Раççей çывăхĕнче (Охотск тинĕсĕпе Хĕвелтухăç Китай тинĕсĕ хушшинче) вырнаçнă. Япони виççĕр ытла утравран тăрать. Вĕсенчен чи пысăккисем - Хонсю, Хоккайдо, Кюсю тата Сикоку. Утравсенчен ытларахăшĕнче тусем пур (вĕсенчен чылайăшĕ вулкансем). Тĕслĕхрен, Японири чи çӳллĕ ту - Фудзияма - вулкан. Халăх йышĕ енĕпе Япони тĕнчере вуннăмĕш вырăн йышăнать (128 миллиона таран çын). Аслă Токио (Токио хули тата ун çывăхĕнчи тĕмиçе префектура) - тĕнчери чи пысăк метрополи (30 миллион ытла çын).
[тӳрлет] Истори
[тӳрлет] Этимологи
Япони ятĕнчи иероглифсем "хĕвел тухăçĕ" е "кун пуçламăшĕ" тенине пĕлтереççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ хăш-пĕр чух Япони çинчен "Хĕвел тухакан çĕршыв" теççĕ.
[тӳрлет] Культура
- Юкио Мисима — паллă çыравçă, драматург.