Димитровград
Википедири материал
Димитровград | |
Хула гербě |
|
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Чĕмпĕр облаçĕ |
Никěсленě: | 1698 |
Хула, çултан: | 1926 |
Халăх йышě, пин çын: | 136,9 (2001) |
Хула лаптăкě: | 4,150 км2 |
Геогр. широти: | 54° 13' ç.ш. |
Геогр. долготи: | 49° 35' х.т.д. |
Димитровград, — Чĕмпĕр облаçĕнче вырнаçнă хула, Мелекес районĕн администрациĕ вырнаçнă вырăн. Хула Куйбышев пĕвине Мăн Çарăмсан юханшывĕ юхса кĕнĕ çертре ларать. Чĕмпĕртен 100 çухрăмра, Самартан 130 çухрăмра вырнаçнă.
Хула ятне Димитров Георгий болгар революционерĕ ячĕпе панă. 1972 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-ччен хула Мелекесс ятлă пулнă.
[тӳрлет] Истори
Хулана никĕсленĕ çул шучĕнче 1698 çул шутланать. Ку вăхаталла хула вырăнĕнче пĕрремĕш пурăнакан вырăн йĕркеленнĕ пулнă. Вăл пурăнакан вырăн шучĕнче XVII ĕмĕр вĕçĕнче никĕсленнĕ чăвашсен Чăваш Мелекесс ялĕ шутланать. Вăл ял XX ĕмĕрмĕш 20-мĕш çулĕсенче хула шутне кĕрсе çухалнă.
1926 çулта Мелекесса хула шайне кĕртнĕ.
[тӳрлет] Тăван хулисем
- Димитровград (Болгари)