Обь (юханшыв)
Википедири материал
Обь — Анăç Çĕпĕрĕн юханшывĕ, Раççейри чи вăрăм, Азире иккĕмĕш.
Тупмалли |
[тӳрлет] Тавралăхĕ
Юханшыв Алтайра Бийăпа Катунь пĕрлешĕннĕ тĕлтен пуçланать, Обь тăсăлăвĕ — 3650 çм (Иртыш çăлкуçĕнчен шутласан — 5410 çм). Çурçĕрте шыв Кар тинĕсне юхса тухса кӳлмек (Обь тути (кӳлмек)) тăвать (800 çм тăршшĕ).
Хăй евĕрлĕ тĕсĕсене шута илсе юханшыва 3 пайа уйăраççĕ: çӳлти (Томĕн кӳлмекĕ таран), вăтамми (Иртыш кӳлмеқене çитиччен) тата аялти (Обь тутине çитиччен).
[тӳрлет] Юхăмĕ
[тӳрлет] Шыв-çĕр пĕрлĕхĕ
Шыв-çĕрĕн лаптăкĕ — 2990 тыс. км². Çак кăтартăвĕпе юханшыв Раçсейре пĕрремĕш вырăнта. Çаплах Обь шыв куçарас енĕпе Раçсейри виççĕмĕш юханшыв пулать (Енисейпе Лена хыççăн).
Юханшывăн кăнтăр пайĕнче Çĕнĕ Çĕпĕр шывуправĕ пӳлсе тунă, Çĕнĕ Çĕпĕр ГЭСĕ ĕçлет. Пĕвене 1950 — 1961 çулсенче хăпартнă; ун чух нумай ял, Бердск хулин чылайăшĕ пĕве тĕпне лекнĕ. Обь тинĕсĕ (халĕ çапла ят хунă вырăнти çынсем) çĕнĕçĕпĕрсемшĕн кану вырăнĕ пулать, унăн çыранĕсенче санаторисемпе кану çурчĕсем лартнă. Юнашар çĕрсенчен те кунта канма килеççĕ.
XIX ĕмĕр вĕçĕнче Обь-Енисей каналĕ туса хунă, халĕ унпа усă курмаççĕ.
[тӳрлет] Юпписем
Обĕн паллă юпписем: Чарыш, Алей, Чумыш, Томь, Чулым, Кеть, Иртыш. Обь çине юхакан шывсем: Мăн Юкан (Юкан юхăм), Çăрттан.
[тӳрлет] Чĕрчунĕсем
[тӳрлет] Этимологи
Ненецсем юханшыва «Саля-ям» тенĕ, вăл «сăмсах юханшывĕ» пулать. Хантăсемпе мансисем ăна «Ас» теççĕ — «мăн юханшыв», селькупсем «Квай», «Еме», «Куай» тенĕ (мăн юханшыв). Вырăссем пĕрремĕш хут зырянсемпе пĕрле юханшыва аял енче çитнĕ. Йăрмак Çĕпĕре ярса иличчен Обь таврашĕ тенĕ.
Çавăн пекех ăна иран сăмахĕпе çыхăнтараççĕ: «об» — «шыв». Кунта иран çемйиллĕ чĕлхеллĕ халăхсем малти бронзă тапхăрĕнче вăтам ĕмĕрсенче пурăннă.
[тӳрлет] Обь хулисем
- Барнаул
- Çĕнĕ Алтай
- Камень-на-Оби
- Çĕнĕ Çĕпĕр
- Колпашево
- Нижневартовск
- Сургут
- Салехард
Обь тăрăхĕн тĕп порчĕсемпе пристанĕсем: Барнаул юханшыв порчĕ, Çĕнĕ Çĕпĕр, Томск, Сургут, Лабытнанги, Павлодар, Омск, Тобольск, Тӳмен.
[тӳрлет] Каçăсем
[тӳрлет] Вуламалли
- Большая советская энциклопедия