Web Analytics


https://www.amazon.it/dp/B0CT9YL557

We support WINRAR [What is this] - [Download .exe file(s) for Windows]

CLASSICISTRANIERI HOME PAGE - YOUTUBE CHANNEL
SITEMAP
Audiobooks by Valerio Di Stefano: Single Download - Complete Download [TAR] [WIM] [ZIP] [RAR] - Alphabetical Download  [TAR] [WIM] [ZIP] [RAR] - Download Instructions

Make a donation: IBAN: IT36M0708677020000000008016 - BIC/SWIFT:  ICRAITRRU60 - VALERIO DI STEFANO or
Privacy Policy Cookie Policy Terms and Conditions
Иран — Википеди

Иран

Википедири материал

Иран (перс. ايران), официаллă Ислам Республики Иран (перс. جمهوری اسلامی ايران — Джомхурийе Исламийе Иран) — Азин кăнтăр-анăçĕнче вырнаçнă патшалăх. Шĕкĕр хули — Тегеран.


Тупмалли

[тӳрлет] Этимологи

Иран , Majid Farahani
Иран , Majid Farahani

Иранăн хальхи ячĕ (ايراﻥИран, Ирон, Эрон) авалхи Аиранам сăмахран килет, вăл «арисен çĕршывĕ» тени пулать, в противоположность Анерану (страна неарийцев). Эраншахр термин (), «Арисен çĕршывĕ» пирĕн эрăччен VI ĕмĕр — пирĕн эрăччен V ĕмĕр тапхăрĕнчи ĕçсене аса илтерет. Страбон ĕççĕсенче Ари ячĕ тĕл пулать. X ĕмĕрте Туран ячĕ чапа тухать. Персăсен харпăр палăртăвĕ — ирани. Паянкунхи ятне Иран официаллă 1935 çулта çирĕплетнĕ.

[тӳрлет] Географи

Фарс провинции курăнăвĕ
Фарс провинции курăнăвĕ

Çурçĕр-анăçра Азербайджанпа, Арменипе тата Турципе, анăçра — Иракпа, çурçĕрте — Туркменистанпа, тухăçра — Афганистанпа тата Пакистанпа чикĕсем тытать. Çурçĕртен Иран Каспи тинĕсĕпе, кăнтăртан — Перси заливĕпе çăвăнать. Иран тĕнчери чи авалхи патшалăхсенчен пĕри шутланать. Темиçе ĕмĕр хушши çĕршыв Хĕвелтухăçĕнче паллă вырăн йышăнса тăна. Перс импери Дарий I вăхăтĕнче Греципе Ливирен пуçланса Инд юханшыв патне çити сарăлнă. Паян Иран, Çывăх Тухăçри чи аталаннă çĕршыв пулнă май, тĕнчери халăхсен хутшăнăвĕсенче сумлă вырăнлă шутланать. Иранăн çĕр упранăвĕсенче темĕн чухлĕ нефть тата газ упранăвĕсем пур, çавăн пирки Ираншăн Анăç этемлĕхĕн çĕршывĕсемпе хирĕçӳ тытăмĕн хаярлăхĕ пĕрмаях хĕрсе тăрать.

Çурçĕр-тухăç Эльбурс
Çурçĕр-тухăç Эльбурс

[тӳрлет] Патшалăх тытăмлăхĕ

Махмуд Ахмадинежад — Иран президенчĕ
Махмуд Ахмадинежад — Иран президенчĕ
Рахбар Аятолла Сейед Али Хаменеи
Рахбар Аятолла Сейед Али Хаменеи

1979 çулта йышăннă конституци тăрăх, Иран ислам республики шутланать. Иран патшалăхĕн Пуçлăхĕ Çӳл ертӳçи пулать. Вăл çĕршывăн пĕрлĕхлĕ политикине палăртса пырать.

[тӳрлет] Административлă пайĕсем

Иранăн административлă пайланавĕ
Иранăн административлă пайланавĕ

Иранăн административлă тĕп пайĕ остан (استان}} — ostān, хисеп шучĕпе — استانﻫﺎ — ostānhā) пулать, вăл шахрестансем (شهرستان) çине таткаланать. Шахрестан бахшисенчен (بخش). пуçтарăнать. Останăн чи пысăк шĕкĕр хули тĕп хули (مرکز — markaz) шутланать. Кашни остана кĕпернетĕр (остандаром — استاندار) тытса тăрать. Иран çĕрĕ 30 останран пуçтарăнать:

1. Тегеран
2. Кум
3. Тĕп остан
4. Казвин
5. Гилян
6. Ардебиль
7. Зенджан
8. Тухăç Азербайджан
9. Анăç Азербайджан
10. Курдистан

11. Хамадан
12. Керманшах
13. Илам
14. Лурестан
15. Хузестан
16. Чехармехаль тата Бахтиари
17. Кохгилуйе тата Бойерахмед
18. Бушир
19. Фарс
20. Хормозган

21. Систан и Белуджистан
22. Керман
23. Йезд
24. Исфахан
25. Семнан
26. Мазендеран
27. Голестан
28. Çурçĕр Хурасан
29. Хурасан Резави
30. Кантăр Хурасан

[тӳрлет] Халăхĕ

Хĕрупраçсемпе хĕрарăмсем. Иран. Çурла-авăн, 2007
Хĕрупраçсемпе хĕрарăмсем. Иран. Çурла-авăн, 2007
Иран халăхĕсен вырнаçăвĕ
Иран халăхĕсен вырнаçăвĕ
Иран халăхĕн аталанăвĕ
Иран халăхĕн аталанăвĕ
Иран тĕнĕсен сарăлăвĕсем
Иран тĕнĕсен сарăлăвĕсем

Халăх йышлăхĕ:

  • 1960 ç. - 20,1 млн. çын
  • 1977 ç. - 34,3 млн. çын
  • 1987 ç. - 47,0 млн. çын
  • 1996 ç. - 62,2 млн. çын
  • 2005 ç. - 68,0 млн. çын
  • Перссем —51 %
  • Азербайджанецсем — 24 %
  • курдсем — 7 %.

Хулара пурăнакансем — 67 %.

Ислам революцийĕ хыççăн тапхăрĕнче çĕршывра халăх шучĕ пĕрмаях ӳссе пырать. 1979 çултанпа халах йышĕ икĕ хут хăпарчĕ те 2006 çул тĕлне 70 млн çитрĕ. Анчах та 90-мĕш çулсенче çуралнăлăхĕ самаях чакрĕ. Сăнаса тĕпченĕ май, 2050 çул тĕлнелле Иранăн çын йышĕ 90 млн пулма пултарать. Кашни виççĕмĕш çын 30 çултан çамрăк. Çыруллăха пĕлни — 79 %. Хулара пурăнн — 67 %.

[тӳрлет] Тĕнĕ

Чылайăшĕ — мăсăльмансем. 90 % халахĕ — шиитсем (патшалăх тĕнĕ).

[тӳрлет] Экономика

Иранăн Тĕп банкĕ, Тегеран
Иранăн Тĕп банкĕ, Тегеран

[тӳрлет] Çулçӳрев

Лютфалла Шейхăн мечетĕн шалти
Лютфалла Шейхăн мечетĕн шалти

[тӳрлет] Транспорт

[тӳрлет] Истори

Авалхи Иран. Пĕрремĕш çĕршыв пуçтарăнăвĕ — Элам (хĕрлĕ тĕс)тата  пускил халăхсем — персăсем, парфянсем, мидисем, касситсем, çаплах — Пайпăл тата Ассири патшалăхĕсем
Авалхи Иран. Пĕрремĕш çĕршыв пуçтарăнăвĕ — Элам (хĕрлĕ тĕс)тата пускил халăхсем — персăсем, парфянсем, мидисем, касситсем, çаплах — Пайпăл тата Ассири патшалăхĕсем

Иран тĕнчен ĕлĕк-авалхи патшалăхсенчен пĕри шутланать. Темиçе ĕмĕр тăсăлăвĕнче вăл Тухăçра йăлмак евĕр çĕршыв пулса тăрать. Перси империйĕ Дарий I тапхăрĕнче Греципе Ливине хушшинче Инд шывĕ патне çити сарăлса вытрать. XVII и XVIII ĕмĕрсенче Перси хăватлă сумлă патшалăх пулнă, анчах та XIX ĕмĕр вĕçнелле хавшакланса пырать. Перси çурма колониллĕ патшалăх шайне ӳкет. 1935 çулта Перси ятне Иран теме тытăнать. 1979 çулта ислам революцийĕ çĕнтерсен Иран çумне ислам республики палăртăвĕ хушăнать.

[тӳрлет] Ислам умĕнхи Иран

  • III пинçуллăх — пирĕн эрăччен VI ĕмĕр варринчен — пирĕн эрăччен — Элам
  • пирĕн эрăччен 673 тĕлĕнчен — пирĕн эрăччен 550 — Миди
  • пирĕн эрăччен 558—пирĕн эрăччен 330 — Ахеменидсем
  • Атропатена
  • пирĕн эрăччен 250 тĕлĕнчен — 220 тĕлне — Парфянсен патшалăхĕ
  • 224651 — Сасанидсем

[тӳрлет] Ислам тапхăрĕнчи Иран

Исмаил I
Исмаил I

Сефевидсен империйĕ хăйĕн çӳл мăнаçлăхне Аббас I чух, Осман империне аркатса хăйĕн çумне паянкунхи Ирак, Афганистан территорине, Пакистанăн пайне, Азербайджан, Армени тата Грузи, çаплах Каспи тинĕсĕ хĕрринчи Гилян тата Мазендеран провинцисен çĕрĕсене хушса çитет. Çапла вара, Иранăн харпăрлăхĕ Тигртан Инда таран тытăнса тăнă. Тĕп хули Тебризран Казвина куçать, каярах тата Исфахана. Туртса илнĕ территорисем Ирана чылай пурлăхпа хӳхемлĕхӳ кӳнĕ. Культура аталанса кайнă. Иран вăта çĕрлĕ патшалăха кĕрсе каять, хĕçпăшаланнă вăйĕсенче хăватлăх çĕнĕлетĕвне ирттереççĕ. Анчах Аслă Аббас çĕре кĕрсен импери сӳнме тытăнать. Хайласăр тытăмлăха пула империрен Кандагарпа Багдад уйрăлса тухаççĕ. 1722 çулта афгансем Иран çине харçăпа тухаççĕ, тӳрех Исфахана ярса илеççĕ, унта астула Махмуд-хана лартаççĕ. Çакăн хыççăн Надир-шах çарпуç Сефевидсен юлашки тăранне Тахмаспа II-не тата унăн ывăлне вĕлерет те Иранра Афшаридсен тытăмлăхне йĕркелесе ярать. Чи малтанах Надир-шах патшалăх тĕнне суннисăма куçарать, хыççăн Афганистана çапса çĕмĕрет те Перси картине Кандагара тавăрать. Афган çарĕсем Индине тараççĕ.


Пехлеви вăхăтĕнче Шаханшах («патшасен патши») термина пурнăçа кĕртнĕ. Унăн чухне Иранăн мăнаçлă индустриализацийĕ тапранать, пĕтĕм инфраструктурăна çĕнелетеççĕ. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи тапхăрĕнче шаханшах Аслă Британипе Совет Союзĕ хăйсен çарĕсене Иранра вырнаçтарма ыйтнипе килĕшмен. Вара тамăрсем Ирана кĕрсе кайса, шаха астулран кăларса пăрахнă та чукун çулпа нефть упранăвĕсене тĕрĕслеве илнĕ. 1942 Иранăн суверенитетне тавăрнă, Мохаммеду шаха астула йышăнтарнă. Çапла пулин те, Совет Союзĕ, Турци тапăнассинчен сыхланса, хăйĕн çарĕсене çурçĕр Иранра 1946 çулхи çу уйăхĕчченех тытса тăнă. Вăрçă иртсе кайсан Мохаммед Реза хастарлă политикă тытса пынă, анчах та халăха вăл пурнăçа анăç тĕслĕ тăвасси тата ислама пĕтересси килĕшмен. 1963 çулта çĕршывран Хомейни аятоллана кăларса янă. 1965 çулта «Федаяне Ислам» ушкăнĕн хастаррисем Хассан Али Мансур премьер-министăра вĕлереççĕ. 1973 çулта мĕн пур политикă партийĕсемпе пĕрлĕхĕсене салатса янă, вăрттăн полици йĕркелесе хунă. 1970-мĕш çулсем вĕçнелле Иранра нумай шутлă халăх хумханăвĕсем пуçланаççĕ, çавна пула Пехлеви тăрăнлăхне пĕтереççĕ, монархи йĕркине пĕтĕмпех пăрахăçлаççĕ. 1979 çулта çĕршывра ислам революцийĕ пулса каять, Ислам республикине тĕпĕлеççĕ.

[тӳрлет] Культура

[тӳрлет] Хаçатсем, телекурав, радио

Хаçатсем: Кейхан, Эттелаат Радиопа телекурав:

  • Нацин информаци агентстви «ИРНА»
  • Правительствăн радиопа телекуравĕ — «Иран Ислам Республикин сасси»

[тӳрлет] Иранăн ядерлă программи

2006 çулхи авăн, 21 ООН-ăн Нью-Йоркри Мăн Ассамблейи вăхăтĕнчи пресс-конференцинче Махмуд Ахмадинежад Иранăн ядерлă программи лăпкă пурнăçлă тĕслĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетсе каларĕ. Вăл палăртнипе, Тегеран урана тачăлатас ĕçсене чарса лартас ĕç ыйтăвĕсене сӳтсе явма хатĕр, анчах та çак ĕçре тĕнчери пĕрлĕхлĕх енчен шантару пани кирлĕ. 2006 çулхи раштав, 23 ООН-ăн Хăрушсăрлăх канашĕ пĕр майлă пулса хăйĕн ядерлă программине чарма шутламасть тесе Ирана хирĕç чараксем кĕртес резолюцине йышăннă. Çак сĕнӳпе тĕнчери пур çĕршывсене ядерлă тата ракетă программисенче усă курма кирлĕ материалсене, хатĕрсене, технологие Ирана сутма юраман. Иранăн ют çĕршыв министерстви ООН-ăн Хăрушсăрлăх канашĕн çак сĕнĕвне "чăн мар" тата "саккунсăр" тесе хăйсенчен сирсе янă..

[тӳрлет] Хĕçпăшаллă вăйĕсем

Шахаб-3 ракетă тӳпене çĕкленни Иранăн Хĕçпăшаллă вăйĕсем икĕ никĕсрен тăраççĕ: Хӳтлĕх министерстви çарĕçем тата Çӳл ертӳçи пăхăнăвĕнчи Ислам революцине сыхлакансен корпусĕ, вĕсенче пĕтĕмпе 545 пине яхăн çын хĕсметре. Резервĕ 350 пин çына çитет. Иранра ИРСК ертĕвĕпе çаплах парă-çар ушкăнĕ — Басидж ĕçлет, унта пĕрмай хĕсметре 90 пин тысяч добровольцев тата 11 миллион резервисчĕсем, çав шутра хĕрарăмсем те. Çакăн пек, хĕçпăшаллă вăйсенче резерва та шута кĕртсе, Иранра 12 миллион çына яхăн пулать. Çак пысăккăшпе Иран тĕнчере пĕрремĕш вырăнта шутланать, хăшпĕр шутсемпе Китайăн, АПШ-ан тата Раççейĕн пĕтĕм хатĕр вăйĕсенчен ытларах пулнипе. Иранăн çар хатĕрлĕхне çирĕп вăрттăнлăхра тытаççĕ. Паллă, 1992 çултанпа Иран харпăр танкĕсене, бронетранспортерсене, йертсе пымалли ракетăсене, шывай киммисене тата истребительсене те туса кăлараççĕ. Юлашки çулсенче баллистикă ракетисене, çав шутра Шахаб-3 туса хатĕрлеççĕ. Иран çар-вăрçă хатĕрлĕхне ВВП 3,3% тăкать, Çывăх Тухăçри ытти çĕршывсемпе танлаштарсан ку çав тери сахал тухать. Патшалахăн вăрçă доктринине хăйсен территори чăмăртанлăхне хӳтĕлес енĕпе çеç хатĕрленĕ.

[тӳрлет] Вуламалли

  • Николаев В. В., "Чуваши. Этническая история и традиционная культура.", Москва, 2000.
  • Николаев В. В., "История предков чувашей. XXX в. до н.э. — XV в.н.э.", Чебоксары, 2005.
  • Г. П. Кеннаман, "Египет. Его роль в становлении государств в Европе, Азии и Африке", Шупашкар, 2005.
  • Мăн Кенна, "Скифы", Çавал, 2001.

[тӳрлет] Каçăсем

Ертӳлĕх сайчĕсем
Ыттисем
Урăх чěлхесем
Static Wikipedia 2008 (no images)

aa - ab - af - ak - als - am - an - ang - ar - arc - as - ast - av - ay - az - ba - bar - bat_smg - bcl - be - be_x_old - bg - bh - bi - bm - bn - bo - bpy - br - bs - bug - bxr - ca - cbk_zam - cdo - ce - ceb - ch - cho - chr - chy - co - cr - crh - cs - csb - cu - cv - cy - da - de - diq - dsb - dv - dz - ee - el - eml - en - eo - es - et - eu - ext - fa - ff - fi - fiu_vro - fj - fo - fr - frp - fur - fy - ga - gan - gd - gl - glk - gn - got - gu - gv - ha - hak - haw - he - hi - hif - ho - hr - hsb - ht - hu - hy - hz - ia - id - ie - ig - ii - ik - ilo - io - is - it - iu - ja - jbo - jv - ka - kaa - kab - kg - ki - kj - kk - kl - km - kn - ko - kr - ks - ksh - ku - kv - kw - ky - la - lad - lb - lbe - lg - li - lij - lmo - ln - lo - lt - lv - map_bms - mdf - mg - mh - mi - mk - ml - mn - mo - mr - mt - mus - my - myv - mzn - na - nah - nap - nds - nds_nl - ne - new - ng - nl - nn - no - nov - nrm - nv - ny - oc - om - or - os - pa - pag - pam - pap - pdc - pi - pih - pl - pms - ps - pt - qu - quality - rm - rmy - rn - ro - roa_rup - roa_tara - ru - rw - sa - sah - sc - scn - sco - sd - se - sg - sh - si - simple - sk - sl - sm - sn - so - sr - srn - ss - st - stq - su - sv - sw - szl - ta - te - tet - tg - th - ti - tk - tl - tlh - tn - to - tpi - tr - ts - tt - tum - tw - ty - udm - ug - uk - ur - uz - ve - vec - vi - vls - vo - wa - war - wo - wuu - xal - xh - yi - yo - za - zea - zh - zh_classical - zh_min_nan - zh_yue - zu -

Static Wikipedia 2007 (no images)

aa - ab - af - ak - als - am - an - ang - ar - arc - as - ast - av - ay - az - ba - bar - bat_smg - bcl - be - be_x_old - bg - bh - bi - bm - bn - bo - bpy - br - bs - bug - bxr - ca - cbk_zam - cdo - ce - ceb - ch - cho - chr - chy - co - cr - crh - cs - csb - cu - cv - cy - da - de - diq - dsb - dv - dz - ee - el - eml - en - eo - es - et - eu - ext - fa - ff - fi - fiu_vro - fj - fo - fr - frp - fur - fy - ga - gan - gd - gl - glk - gn - got - gu - gv - ha - hak - haw - he - hi - hif - ho - hr - hsb - ht - hu - hy - hz - ia - id - ie - ig - ii - ik - ilo - io - is - it - iu - ja - jbo - jv - ka - kaa - kab - kg - ki - kj - kk - kl - km - kn - ko - kr - ks - ksh - ku - kv - kw - ky - la - lad - lb - lbe - lg - li - lij - lmo - ln - lo - lt - lv - map_bms - mdf - mg - mh - mi - mk - ml - mn - mo - mr - mt - mus - my - myv - mzn - na - nah - nap - nds - nds_nl - ne - new - ng - nl - nn - no - nov - nrm - nv - ny - oc - om - or - os - pa - pag - pam - pap - pdc - pi - pih - pl - pms - ps - pt - qu - quality - rm - rmy - rn - ro - roa_rup - roa_tara - ru - rw - sa - sah - sc - scn - sco - sd - se - sg - sh - si - simple - sk - sl - sm - sn - so - sr - srn - ss - st - stq - su - sv - sw - szl - ta - te - tet - tg - th - ti - tk - tl - tlh - tn - to - tpi - tr - ts - tt - tum - tw - ty - udm - ug - uk - ur - uz - ve - vec - vi - vls - vo - wa - war - wo - wuu - xal - xh - yi - yo - za - zea - zh - zh_classical - zh_min_nan - zh_yue - zu -

Static Wikipedia 2006 (no images)

aa - ab - af - ak - als - am - an - ang - ar - arc - as - ast - av - ay - az - ba - bar - bat_smg - bcl - be - be_x_old - bg - bh - bi - bm - bn - bo - bpy - br - bs - bug - bxr - ca - cbk_zam - cdo - ce - ceb - ch - cho - chr - chy - co - cr - crh - cs - csb - cu - cv - cy - da - de - diq - dsb - dv - dz - ee - el - eml - eo - es - et - eu - ext - fa - ff - fi - fiu_vro - fj - fo - fr - frp - fur - fy - ga - gan - gd - gl - glk - gn - got - gu - gv - ha - hak - haw - he - hi - hif - ho - hr - hsb - ht - hu - hy - hz - ia - id - ie - ig - ii - ik - ilo - io - is - it - iu - ja - jbo - jv - ka - kaa - kab - kg - ki - kj - kk - kl - km - kn - ko - kr - ks - ksh - ku - kv - kw - ky - la - lad - lb - lbe - lg - li - lij - lmo - ln - lo - lt - lv - map_bms - mdf - mg - mh - mi - mk - ml - mn - mo - mr - mt - mus - my - myv - mzn - na - nah - nap - nds - nds_nl - ne - new - ng - nl - nn - no - nov - nrm - nv - ny - oc - om - or - os - pa - pag - pam - pap - pdc - pi - pih - pl - pms - ps - pt - qu - quality - rm - rmy - rn - ro - roa_rup - roa_tara - ru - rw - sa - sah - sc - scn - sco - sd - se - sg - sh - si - simple - sk - sl - sm - sn - so - sr - srn - ss - st - stq - su - sv - sw - szl - ta - te - tet - tg - th - ti - tk - tl - tlh - tn - to - tpi - tr - ts - tt - tum - tw - ty - udm - ug - uk - ur - uz - ve - vec - vi - vls - vo - wa - war - wo - wuu - xal - xh - yi - yo - za - zea - zh - zh_classical - zh_min_nan - zh_yue - zu -

Sub-domains

CDRoms - Magnatune - Librivox - Liber Liber - Encyclopaedia Britannica - Project Gutenberg - Wikipedia 2008 - Wikipedia 2007 - Wikipedia 2006 -

Other Domains

https://www.classicistranieri.it - https://www.ebooksgratis.com - https://www.gutenbergaustralia.com - https://www.englishwikipedia.com - https://www.wikipediazim.com - https://www.wikisourcezim.com - https://www.projectgutenberg.net - https://www.projectgutenberg.es - https://www.radioascolto.com - https://www.debitoformtivo.it - https://www.wikipediaforschools.org - https://www.projectgutenbergzim.com