Ӳпке
Википедири материал
Ӳпкесем (pulmo, pneumon) — çыннăн, пур сĕтĕмекен чĕрчунсен, кайăксен, рептилĕсен, чылай çĕр-шыв чĕрчунĕсен тата хăш-пĕр пулăсен (икĕ енлĕ сывлакансен, алăпӳрнеллĕ тата нумайпӳрнеллĕ чĕрчунсен) сывлăшпа сывламалли хатĕрĕсем (органĕсем) пулаççĕ.
Ӳпкесем тесе хăшпĕр çурăмшăммисĕр чĕрчунĕсен ( моллюскăсем, Голотурисем) сывлăшпа сывламалли хатĕрĕсене те кăтартаççĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Танлаштаруллă анатомии
Ӳпкеллĕ пулăсен, типĕ сывлăшпа сывламалли хатĕрсемпе пĕрлех шыври сывлăшпа сывламаллисем — жабрăсем пур. Çĕр-шыв чĕрчунĕсен, рептилĕсен тата кайăксен ӳпкисем кĕлетке ăшĕнче, кăкăр уйрăмĕнче, сĕтĕмекенсен тата çыннăн — кăкăрăн ятарлă ăшĕнче, хырăм пушăлăхĕнчен кăкăр-хырăмăн чаракĕпе уйрăлса вырнаçнă.
[тӳрлет] Сĕтĕмекен чĕрчунсен ӳпкисем
Чылай сĕтĕмекен чĕрчунсен ӳпкисем чĕрĕксенчен тăраççĕ, сылтăм ӳпке чĕрĕкĕсен шучĕ яланах нумай (6 чĕрĕк таран) , сылтамминче 3 чĕрĕк. Ӳпкен кĕлетки тĕпĕ бронхăсем шутланаççĕ. Сĕтĕмекен чĕрчунсен ӳпкисенче тĕп бронхи (сывлама пыртан пуçланать) иккĕмĕшлĕ бронхăсене пайланать, кусем вара татах пĕчĕкрех, 3-мĕш тата 4-мĕш шайлă бронхăсене саланаççĕ, сывламалли бронхиолсене куçаççĕ; çак бронхиолĕсем хăйсем альвеолярлă бронхиолсене куçаççĕ, кайран вĕсем альвеолсене анлăланаççĕ.
[тӳрлет] Çын ӳпкисем
Çын ӳпкисем — сывламалли пушмаклă орган. Ӳпкесем кăкăр ăшĕнче, чĕре çумне сылтăпа сулахай енчен вырнаçнă. Вĕсем çурма конус евĕрлĕ, тĕпĕнче диафрагма, çӳллĕшĕ ключицăран 1-3 см çӳллĕрех. Сылтăм ӳпке 3 чĕрĕкрен, сулахай ӳпки 2 чĕрĕкрен тăрать. Ӳпке плеврăпа витĕннĕ, вăл плевра михинче выртать. Ӳпке кĕлетки бронхисем — туратлă йывăç евĕрлĕ.