Мари чĕлхи
Wikipediaри материал
Мари чĕлхи — финн-угор ушкăнне кĕрекен чĕлхе, финн сыпăкĕ. ĕлĕкхи ячĕ — çармăс чĕлхи.
Ку этноним чăваш çырулăхĕнче халĕ те тăтăш тĕл пулать. Мари чĕлхи виçĕ тĕп диалекта пĕрлештерет - улăх, туçи тата тухăç калаçăвĕсем. Икĕ литература чĕлхи пур: улăх çармăспа туçи çармăс. Вĕсем иккĕшĕ те XX ĕмĕр пуçламăшĕнче йĕркеленсе кайнă. Асăннă литература чĕлхисене пĕрлештерес тĕлĕшпе темиçе проект та йĕркелесе пăхнă, пĕри те ăнăçман. Марипе чăваш чĕлхи хăй вăхăтĕнче, вăтам ĕмĕрсенче, тачă çыхăнура тăнă. Çав хутшăнуран паян кунчченех мари чĕлхинче нумай чăваш сăмахĕпе ытти чĕлхе единици сыхланса юлнă. М.Р. Федотов словарĕ тăрăх, ун пек лексема хисепĕ 1 200 яхăн. Чăваш чĕлхинче 200 патне мари сăмахĕ пур.
![]() |
Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтермешкĕн пулăшма пултаратăр |