Чĕлхе
Wikipediaри материал
Чěлхе - этем ăс-тăнěнче упранакан единицăсем (сасă, морфема, сăмах, синтаксема) тата вěсемпе усă курмалли йěрке. Пуплев - чěлхепе усă курни. Чěлхепе пуплев - уйрăлми пěтěçсе ларнă ик пěрлěх.
Чěлхепе пуплеве пěр-пěринчен XX ěмěр пуçламăшěнче кăна уйăрма пуçланă.
Ытти тěрěк чěлхисенче "чěлхе" - тел [тěл]. Ку форма чăваш сăмахěпе пěр тымарлă.
Чěлхе тěсěсем: этем чěлхи (тěслěхрен, чăваш чěлхи, вырăс чěлхи), ятарласа шутласа кăларнă чěлхе (тěслěхрен, эсперанто), компьютер чěлхи (тěслěхрен, Паскаль) т. ыт.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Компьютер чěлхи
- Метачěлхе
- Литература чĕлхи
- Диалект
- Ансат пуплев
- Калаçу чĕлхи
- Япон чěлхи