Çĕнĕ Ишпуç
Википедири материал
Çĕнĕ Ишпуç, — Тăвай районĕнче вырнаçнă ял. Иш юханшывăн хĕрринче ларать. Ячĕ юханшыв ятĕнчен пулнă, ун пуçĕнче (пуçламăшĕнче) ларнине пĕлтерет.
[тӳрлет] Истори
1710 çулхи çырав тăрăх ку ялта 15 кил шутланнă. Çапла вăл 1700 çулчченех никĕсленнине курма пулать. 1859 çулта кунта 29 кил пулнă, вĕсенче 81 арçнпа 92 хĕрарăм пурăннă. 1924 çулхи çырав тăрăх ялта 80 кил пулнă, 450 çын пурăннă.
1921 çулхи чӳкĕн 30-мĕшĕччен ял Чăваш автономлă облаçне кĕнĕ, кайран Тутар АССРне куçарнă. 1929 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш АССРне кĕрет.