Ял
Википедири материал
Ял, — пурăнан вырăн. Кунта пурăнакан халăх ытларах енĕпе ял хуçалăхĕпе çыхăннă. Ял урамсем çине пайланать.
Халăх йышĕ пысăк ялсенче темиçе пине çитме пултарать.
[тӳрлет] Чăваш ялĕсем
Чăваш Енре пурĕ 1800 ял ытла. Пăрачкав районĕнче пачах çук, Улатăр районĕнче — виççĕ çеç.
Раççейĕпе илсен çапларах: Тутарстанра — 250 яла яхăн, Пушкăртстанра — 200, Чĕмпĕр облаçĕнче — 167, Самар облаçĕнче — 162, Пенза облаçĕн Çăрттанлă районĕнче — 11, Саратов облаçĕнче — 6, Кемĕр облаçĕнче — 30 ытла, Красноярск крайĕнче — 40, Омск, Томск облаçĕсенче — кашнинче 10-шар, Оренбург облаçĕнче — 20, Удмурт, Мари Эл, Хакас Республикисенче — 2-3-шер.
Чи ватă ялсем — Тутарстанра, Пушкăртстанра, Чĕмпĕр тата Самар облаçĕсенче. Урал леш енчи ялсем çамрăкрах. Пĕрремĕш тĕнче вăрçиччен никĕсленнĕ ялсем Красноярск крайĕнче, Кемĕр облаçĕнче пур. Кунти çынсем тăван чĕлхепе калаçмаççĕ, çапах та хăйсен нацилĕхне пытармаççĕ.
Çĕпĕр тăрăхĕнчи чăваш ялĕсем ытларах 1930-1950 çулсенче никĕсленнĕ. Унта чăвашла калаçакансем чылай.
Чăваш Енре -кас, -касси хушма аффикспа пĕтекен ялсем питĕ нумай.
[тӳрлет] Ял тытăмĕнчи çуртсем
Ял тытăмĕнче çак çуртсене тупма пулать (хăш-пĕрисене малтан тупма пулнă):
- Арман
- Анкарти
- Карта
- Лавкка
- Çăва (масар)
- Пасар
- Çыхăну уйрăмĕ
- Тимĕрçĕ лаççи
- Утар
- Фельдшер пункчĕ
- Ханкăр
- Хурал пӳрчĕ
- Часавай
- Чиркӳ
- Шкул
- Ял администрацийĕн çурчĕ
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Хула
- Посёлок
- Сала
- Хутор
- Мегаполис