Çĕнĕ Кил
Википедири материал
Çĕнĕ Кил — Раççей хули, Чĕмпĕр облаçри Çĕнĕ Кил районĕн тĕпĕ.
[тӳрлет] Таралăхĕ
Çĕнĕ Кил Вăтам Атăлçинче, Атăлçум çӳллĕшĕнче, Атăлăн сылтăм енче (Куйбышев шывуправĕн çыранĕнче) ларать. Çывăх чукун çул чарăнăвĕ — Хĕрлĕ Гуляй (45 çм çурçĕр-анăçалла). Хуларан 72 çм çурçĕрелле — облаçĕн тĕпĕ Чĕмпĕр.
[тӳрлет] Истори
Хулана 1666 çулта чĕмпĕр вăйпучĕ кнеç И. И. Дашков хӳтлĕх туса никĕсленĕ, каярахпа йĕри-тавра слободасем ӳссе пынă. XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче виçĕ слободана (Станичная, Бутырская, Выборная) Покров салине пĕрлештернĕ. 1780 çулта Покров салине Çĕнĕ Кил ята куçарнă.