Çĕрпӳ
Википедири материал
Çěрпӳ | |
Хула гербě![]() |
|
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Чăваш Ен |
Никěсленě: | 1589 |
Хула, çултан: | 1781 |
Халăх йышě, пин çын: | 11,2 (1999) |
Хула лаптăкě: | км2 |
Геогр. широти: | 56° 04' |
Геогр. долготи: | 47° 10' |
Çěрпӳ — Çĕрпӳ районĕн администраци вырнаçнă хула. Мăн Çавалпа Кěçěн Çавал пěрлешнě вырăнта, Шупашкартан 37 çухрăмра вырнаçнă. 1999 çул пуçламăшенче 11,2 пин çын пурăннă (1897 — 2,3 пин çын, 1959 — 5,9 пин çын, 1989 — 10 пин). 1589 çулта чăваш ялӗ вырăнěнче Мускав Патшалăхěн çар-пуç вырăнне туса хунă. 1781 çулта Çěрпӳне уес хули статусне панă.
Çěрпӳрен 8 çухрăмра Шупашкар-Канаш чукун çул иртсе каять.
Çӳр çул каялла кунта вырăссем кăна пурăннă, халě вара чăвашсем ытларах. Кунта автобус маршучěсем иртеççě, Шупашкар хулипе çыхăнтараççě. Хулара пурăнакансем нумайěшě Шупашкара ěçе çӳреççě.
Çурчěсем ěлěк йывăçран кăна пулнă. Кунта Тихвин монастирě тата ... пур.
Тупмалли |
[тӳрлет] Истори
Тĕплĕнренрех Çĕрпӳ историйĕ статьяна вулăр. Хула ячě çар пуçлăхě пек куçарăнать. Хулана никěсленě çухне унăн пелтерěшě вырăс мар халăхсене пăхăнтармалли вырăн пек пулнă. Крепость пулнă вăл. Унта салтаксем тăнă. Кремль те пулнă, анчах та ăна 1609 çулта кунти хресченсем çунтарса ярса кěл тунă. Кайран вара çěнěрен ăна туса лартнă. Çирěп пулнă вăл. Степан Разин ертсе пыракан палхавçăсемпе 1670 çулта ăна илес тесе çапăçнă, анчах илеймен.
[тӳрлет] Çěрпӳ ярмарки
Çěртме пуçламăшěнче кунта çулсерен ярмарка иртет. Ярмаркăна çынсем Шупашкартан, Хусантан, Канашран тата ытти хуларан килеççě.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Романов Милорик Фёдорович, чăваш кĕвĕçи