Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕ
Википедири материал
Çĕрпӳ районĕ, — Чăваш Енĕн çурçĕр еннерех вырнаçнă район. Район администрациĕ Çĕрпӳ хулинче вырнаçнă.
Тупмалли |
[тӳрлет] Çутçанталăк
Çĕрпӳ районĕ Чăваш платойĕ çинче вырнаçнă. Тавралăхĕ сăртлă, çырмасемпе юханшывсем нумай. Çырмасен тарăнăшĕ 5-35 метр, тăршшĕ 10-12 çухрăм таран. Çĕр айĕнчи пурлăх енчен район чухăн. Торф вырăнĕсем пур (Çавалпа Ункă шывсен хĕррипе), ăна ял хуçăлăхĕнче çĕре пуянлатма усă кураççĕ. Антрак ялĕ патĕнче акшар кăлараççĕ. Асăннă вырăнсем пуçне районта тата 3 çĕртре кирпĕч тума юрăхлă тăм кăлараççĕ. Çĕрпӳ çывăхĕнчи тăма çĕç кирпĕч кăларма усă кураççĕ.
Район климачĕ вăта контитентлă. Хĕлĕсем вăтăм та сивĕ, çĕвĕсем вăта, шăрăх. Кăрлач уйăхри вăтам температура -12,8°С, чи пĕчĕкки -46°С танлашать. Утă уйăхĕнчи вăтам температура — 18,8°С, чи шăрăх кун температура 38°С таран хăпарнă. Çулталăк хушшинче вăтамран 446 мм юр-çумăр çăвать.
Юханшывсене илес пулсан район тăрăх çаксем юхаççĕ: Мăн Çавал, Кĕçĕн Çавал, Ункă, Енĕш. Мăн Çавал район тăрăх 50 çухрăм тăршшĕпе юхать. Кĕçĕн Çавалăн районти тăршшĕ — 20 çухрăм. Юханшывсем ютларах юр шывĕпе тулаççĕ.
Районти тăпрасем ытларах енĕпе çерем-сахал кĕллĕ. Районăн анăç енче çавăн пекех çутă чакăр вăрман тăпри, тухăç енче вара ахаль тата тĕксĕм чакăр вăрман тăприсем тĕл пулаççĕ. Икĕ Çавал хушшинчи çĕрсем вара кĕллĕ хура тăпрасем шутланаççĕ.
Район çĕрĕсем ытларах енĕпе уйлă, сайра вырăнта çеç юманлăхсемпе хурăнлăхсем тĕл пулаççĕ. Çĕрпӳ районĕнче вăрмансем сахал, вĕсем пурĕ те 9,3% кăна йышăнаççĕ.
[тӳрлет] Халăх йышĕ
1999 çул пуçламăшĕ тĕлне районта 37,1 пин çын пурăннă. Вĕсенчен 11,2% (ку вăл 30%) — хула çыннисем, 25,9% (е 70%) — ял çыннисем. Пер тăваткал çухрăм çине вăтамран 47,5 çын килет. Ялсен шучĕ 138, вĕсенче вăтамран 202 çын пурăнать. 90% — чăвашсем.
[тӳрлет] Çул-йĕр
Çĕрпӳ районĕ тăрăх автомобильпе чукун çулĕсем иртеççĕ. Чукун çул тăршшĕ 31 çухрăм, автомобиль çулĕсен — 310 çх. Автомобильпе чукун çулĕсен йышĕ Чăваш Енĕн вăтам кăтартăвĕпе танлаштарсан икĕ хут пысăкрах.
Çурçĕр-хĕвелтухăç енче Канаш-Шупашкар чукун çулĕ иртет. Район урлă федераллă шайри автомобиль çулĕсем те иртеççĕ: Чулхула-Хусан; Çĕрпӳ-Чĕмпĕр-Сызрань. Çавăн пекех район урлă республика шайĕнчи Йошкар-Ола-Çĕрпӳ, Сĕнтĕрвăрри-Çĕрпӳ, Çĕрпӳ-Красноармейски çулсем те иртеççĕ.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Ефимова Серафима Мироновна, — тава тивĕçлĕ чăваш радисчĕ.
- Котлеев Виталий Иванович, — чăваш чĕлхи тĕпчевçи.
- Лебедева Елена Алексеевна, — чĕлхе тĕпчевçи.
- Львов Петр Константинович, — çыравçă.
- Петров Василий Петрович, — çыравçă.
- Эсхель Аркадий Александрович, - çыравçă.
[тӳрлет] Каçăсем
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
Чăваш Ен районěсем | |
---|---|
Вăрмар районĕ | Вăрнар районĕ | Елчĕк районĕ | Етĕрне районĕ | Йĕпреç районĕ | Канаш районĕ | Комсомольски районĕ | Красноармейски районĕ | Куславкка районĕ | Муркаш районĕ | Патăрьел районĕ | Пăрачкав районĕ | Сĕнтĕрвăрри районĕ | Çĕмĕрле районĕ | Çĕрпӳ районĕ | Тăвай районĕ | Улатăр районĕ | Хĕрлĕ Чутай районĕ | Шăмăршă районĕ | Шупашкар районĕ | Элĕк районĕ |