Çавал (юханшыв)
Википедири материал
Çавал, — Атăл юппи.
Мăн Çавал тата Кĕçĕн Çавал Çĕрпӳ хули патěнче пĕрлешнě хыççăн юханшыв Çавал шутланать. Вăрăмăшĕ - 172,2 çухрăм, бассейн лаптăкĕ — 4740 тăваткал çухрăм. Çĕнĕ Шупашкар хулинчен аяларах Атăла юхса кĕрет.