Çулĕç Анатолий Степанович
Википедири материал
Çулĕç Анатолий Степанович (чăн хушамачĕ Отачкин), — чăваш сăвăçи. 1907 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи Çĕрпел ялĕнче çуралнă. 1970 çулта Шупашкарта çĕре кĕнĕ.
[тӳрлет] Кун-çулĕ
Канаш педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Чăваш педагогика институтĕнче пĕлĕвне ӳстернĕ. Ачасене шкулта вĕрентнĕ, Чăваш АССРĕн çутĕç министерствинче ĕçленĕ. Çавăн пекех ССКП облкомĕн шкул пайĕнче, Чăвашгизĕн вĕернӳ кĕнекисен пайĕнче ĕçленĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Сăвăсем çырнисĕр пуçсăр вăл чăваш челхипе литературине верентмелли вĕренӳ кĕнекисене çырнă. Сăвăсене вăл ытларах ачасем валли çырнă.
В. Шупуççыннин «Еркĕн» поэмине, И. Караттай, М. Нямань тата ытти сăвăçсен сăввисене аван тишкернĕ.
Ун сăввипе С. Максимов кĕвĕленĕ «Çăпата» юрра халĕ те юрлаççĕ.