Аван-и (хаçат)
Википедири материал
Аван-и (кĕскен, А-И"), — Шупашкарта 1990-1994 çулсенче тухса тăнă хаçат. Тиражĕ тĕрлĕ вăхăтра 5-25 пин экземпляр пулнă. Укçа çитменнипеле хупăннă.
"Чăвашъен" хаçатăн 1993 çулхи рейтингĕ тăрăх, "Аван-и" Чăваш Енре чи нумай цитатăланакан тата чи нумай тавлаштаран хаçат пулнă.
Хаçатăн дизайнĕпе производствине Ион Шеремет йĕркелесе пынă, бильд-редакторĕ Геннадий Орков пулнă.
[тӳрлет] Истори
Малтан икĕ эрнере пĕр хут, каярах эрнере пĕрре тухса тăнă, хăйне чăваш çамрăкĕсен хаçачĕ пек палартнă. Учредителĕ тата издателĕ Борис Чиндыков çыравçă пулнă, патшалăхран ирĕклĕ хаçат шутланнă. Авторěсем хушшинче Атнер Хусанкай, Владимир Степанов, Владимир Корсаков, Мăрчак Кули, Ула Тимĕр тата ыттисем пулнă. "Аван-ие" час-часах латин шрифчӗпе усӑ курнӑшӑн тата "порнографишӗн" тапӑннӑ.