Хусанкай Атнер Петрович
Википедири материал
Хусанкай Атнер Петрович, — филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ (1977), профессор. 1948 çулхи юпа уйăхĕн 8 Чăваш Енĕн Шупашкар хулинче çуралнă.
1989 çулта Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премиĕн, 1998 çулта Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ премиĕн лауреачĕ пулнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1966-1972 çулсенче Атнер Хусанкай Ленинград патшалăх университечĕн хĕвел тухăç факультечĕнче, 1973-1976 çулсенче СССР Ăслăлăхсен академийĕн Тухăç пĕлĕвĕн институчĕнчи аспирантурăра вĕреннĕ. 1978—1990 çулсенче Атнер Хусанкай Чăваш патшалăх университечĕнче ĕçленĕ. 1990 çултанпа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕнче чĕлхе пĕлĕвĕн пай пуçлăхĕ.
Атнер Петрович Хусанкай чăваш тата вырăс чĕлхисемсĕр пуçне акăлчан, араб, француз, нимĕç, турккă чĕлхисене аван пĕлет, араб чĕлхин диалекчĕсенчи пĕр тата икĕ составлă предложенисене, предложенин тĕп членĕсене, чăваш чĕлхинчи араб-перс элеменчĕсене тишкерет.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
- Поиск слова. Ч., 1987;
- Проблема языкового существования чувашского этноса и перспективы языковой политики // Проблемы национального в развитии чувашского народа. Ч., 1999;
- Поэт Айги и художники (опыт философской интерпретации поэтического и художественного сознания). Ч., 1998;
- Путешествие по периферии к центру языка // Библиотека журнала «Халăх ăс-хакăлĕ», № 5(9). Ч., 2003.