Анат Кама
Википедири материал
Анат Кама | |
Хула гербě |
|
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Тутарстан |
Никěсленě: | 1961 |
Хула, çултан: | 1966 |
Халăх йышě, пин çын: | 225,4 (2003) |
Хула лаптăкě: | 61,0 км2 |
Геогр. широти: | 55° 35' ç.ш. |
Геогр. долготи: | 51° 54' х.т.д. |
Анат Кама, — Раççейри хула. Тутарстанăн Анат Кама районĕн администрацие кунта вырнаçнă. Хула Камăн сулахай çыранĕ хĕрринче ларать. Хусантан 237 çухрăмра вырнаçнă. Хула лаптăкĕ 61,0 км2.
Тупмалли |
[тӳрлет] Халăх йышĕ
2003 çулта хулара 225,4 пин çын пурăннă. Вĕсен хушшинче тутарсем 46, 5%, вырăссем 46,1%, чăвашсем 3,0%, украинецсем 1,0%, пушкăртсем 1,0% шутланнă.
[тӳрлет] Истори
Хулана 1961 çулта ку вырăнта нефтехими комбинатне никĕсленĕ вăхăтра йĕркеленме пуçланă. 1966 çулчен Анат Кама посёлокĕ пулнă, кайран вара хула шутне кĕртнĕ.
[тӳрлет] Вĕрентӳпе культура
Кунта Хусанти технологи университечĕн филиалĕ, Политехника техникумĕ, нефтехими колледжĕ пур. Медицина, педагогика тата юрă-кĕвĕ училищисем вырнаçнă.
Хулара çавăн пекех «Нижнекамск — нефтехими хули» музей пур.
[тӳрлет] Каçăсем
Тутарстан хулисем | ||
Тĕпхули: Хусан Агрыз | Азнакай | Элмет | Павлă | Пăлхар | Пĕкĕлме | Пăва | Алапӳ | Заинск | Зеленодольск | Лениногорск | Мамадыш | Менделеевск | Мензелинск | Чаллă | Анат Кама | Нурлат | Теччĕ | Чистай |