Англсем
Википедири материал
Англсем (лат. Anglii), — герман йăхĕ, вĕсене пĕрремеш хут Тацит асăнать. [[ IV ĕмĕр]]те — V ĕмĕр пуçламăшĕнче англсем Ютландин кăнтăр енче пурăннă. VI ĕмĕрте сакссемпе пĕрле Британине çĕнсе илнĕ. Çĕнсе илнĕ хыççăн виçĕ патшалăх йĕркеленĕ: çурçĕр англсем — Нортумбрине, вăтисем — Мерсине, хĕвелтухăçрисем — Тухăç Англине.
VII-X ĕмĕрсенче англсемпе сакссем пĕрлешсе пĕр халăх пулса тăнă. Вĕсем хальхи акăлчансен мăн аслашшĕсем пулаççĕ.