Гепидсем
Википедири материал
Гепидсем (латин чĕлхи|лат. Gepidae) — готсене тăванлă герман йăхĕсен ушкăнĕ.
Пирĕн эрăри II ĕмĕрте вĕсем Скандинави çурутравĕнчен Балтика тинĕсĕн тухăçри çыран хĕррине куçнă. Каярах вара готсем хыççăн кăнтăр-хĕвелтухăçнелле куçма тытăннă.
IV ĕмĕр вĕçĕнче хунсен пĕрлешĕвне кĕнĕ. VI ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче лангобардсемпе авар йăхĕсен пĕрлешĕвне пăхăнма пуçланă.
Юлашки хут вĕсене IX ĕмĕрте асăнни курăнать, каяран — çухалнă.