Арăслан
Википедири материал
Арăслан (Panthera leo) — кушак çемйин тискер текĕрĕн сĕтĕçекенсен класĕн тĕсĕ. Çитĕнсе çитнĕ аçасем пысăк çилхĕллĕ, йывăрăшĕ 150—225 кг, хăш чух 240 кг та çитет, вăрăммăшĕ (хӳресĕр) 1,6 — 2,2 м, хӳри — 90 — 110 см, çӳллĕшĕ мăй тĕллĕнче 90 — 110 см. Амисен йывăрăшĕ 100—150 кг, хăш чух 160 кг çитет.
Тупмалли |
[тӳрлет] Тĕсĕсем
- Ази арăсланĕ (P. leo persica) кăнтăр Евразире Греципе Инди хушшинче. Халĕ 300 яхăн чĕрчун Индире, Гуджарат штатĕнчи чĕрчун управĕнче пурăнаççĕ.
- Массай (африка) арăсланĕ — тĕрĕс хыпарсем çук…
- Инди арăсланĕ — 200 чĕрчун, Гир чĕрчун управĕнче,
- Сенегал арăсланĕ — Анăç Африкăра, пĕтес патне çитнĕ.
- Катанкă арăсланĕ — пĕтес патне çитнĕ.
- Ангол Катанкă арăсланĕ
- Кап арăсланĕ — пĕтернĕ
- Европа арăсланĕ — пĕтернĕ
- Судан арăсланĕ;
- Калахари арăсланĕ;
- Трансвааль арăсланĕ
- Масай арăсланĕ
- Вăтам тухăç арăсланĕ — пĕтернĕ
- «Зоопарк арăсланĕ» — тĕрлĕ тĕссен хутăш чĕрчунĕ, цирксемпе зоопарксенче ĕрченĕ.
[тӳрлет] Тĕс айĕсем
Арăслансем темиçе вунпӳ тĕс айĕсене пайланаççĕ, калăпăшĕпе, çилхи тĕсĕпе тата ыттипе те уйрăлса тăраççĕ. Пур тĕс айĕсем те (пĕр тĕсĕ çеç унта мар) Африкăра, Сахарăран кăнтăрарах пурăнаççĕ.
[тӳрлет] Авалхи çухалнă тĕсĕсем
- Çĕр хăвăл арăсланĕ (Panthera leo spelaea), историри кушак çемйинчи чи пысăкки пулнă.
- Америка арăсланĕ (Panthera leo atrox). 235 кг таран тайнă (аçи). Ази арăсланĕ евĕр шутланнă, прайдсене йĕркелемен, пĕччен е иккĕн сунара тухнă
[тӳрлет] Истори
Арăслансем чылай сарăлнă тапхăрĕ плейстоцен вĕçĕнче: 100 000-10 000 çул каялла вĕсем сĕт ĕçекен чĕрчунсен хушшинче анлă çĕрсенче (ареалта) пурăннă.
[тӳрлет] Арăслан сăнарĕ культура шайĕнче
[тӳрлет] Арăслан паллисем (символики)
Арăслана «Кайăксен патши» теççĕ. Йăла йĕркисен паллипе вăл Турă вăйĕн, тытăмăн тата хăватăн символĕ шутланать, Хĕвелпе Çулăмăн вăйне кăтартать. Йăх йĕркипе арăслан патша сумлăхĕпе чыслăхне палăртать.
[тӳрлет] Арăслан мифологире
- Немей арăсланĕ
- Сехмет
[тӳрлет] Арăслан турăш çинче
[тӳрлет] Арăслан синематографра
- Король лев
- Невероятные приключения итальянцев в России
[тӳрлет] Каçăсем
[тӳрлет] Арăслан сайчĕсем
- Арăслансем (вырăсла)
- Мăн кушаксем (вырăсла)
- Африка арăсланĕ
- The Lion Shrine
- lion/ африка арăсланĕсен тискер çутçанталăкри фотографийĕсем
- Арăслан патши - вăйă!