Асламас Анисим Васильевич
Википедири материал
Асламас Анисим Васильевич (чăн хушамачĕ Васильев), — чăваш кĕвĕçи. 1924 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Етĕрне районĕнчи Вăрманкас Асламас ялĕнче çуралнă. 2000 çулхи чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
1970 çулта Чăваш АССРĕн, 1976 çулта РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ ячĕсене тивĕçнĕ. 2-мĕш степеньлĕ Тăван Çĕршывăн вăрçин орденне, медальсене панă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Чăваш кĕвĕ училищинче, Кейӳ консерваторийĕнче (Б.Н.Лятошинский класĕ), Мускав консерваторийĕнче (В.Г.Фере класĕ, 1960 çулта вĕренсе пĕтернĕ) вĕреннĕ. 1942-1945 çулсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Вăл çырнă оперăсем:
- "Священная дубрава" (1960);
- "Прерванный вальс" (1962);
- "Сеспель" (Чăваш кĕвĕ театрĕнче 1971 çулта лартнă);
- "Вера Сарьялова" (1970);
- "Салампи" (1976).
Вăл çырнă ораторисем:
- "Ленин" (1951);
- "Спасибо Ленину";
- "Сказ о Чувашии" (1976).
Вăл çавăн пекех "Нарспи и Сетнер" (Нарспипе Сетнер, 1976) балета, "Памяти поэта" (1956), "Космическая симфония" (1975) вокалпа симфониллĕ поэмăсене çырнă.
Çавăн пекех вăл юрăсем кĕвелени çинчен, хорсем валли, романссем çырни çинчен каласа хăвармалла.