Атăлçи Пăлхар
Википедири материал
Атăлçи Пăлхар, — вăтам ĕмĕрсенчи (VII-XIII) патшалăх. Хальхи Чăваш Ен, Тутарстан республикисем вырăнĕнче вырнаçнă пулнă. Патшалăха 660 çулсем патнелле туса хунă. Тĕп хули Пăлхар пулнă.
Атăлçи Пăлхар патшалахĕ Араб халифачĕпе, Византипе тата Русьпе тачă çыхăну тытса тăнă, вĕсемпе суту-илӳ тунă. Атăлçи Пăлхарĕ Хĕвелтухăçпа Хĕвеланăçа çыхăнтаракан çул çинче тăна май ку ăна питĕ аталанма пулăшнă. 1006 çулта Русьпа суту-илӳ килĕшĕвне алă пусса çирĕплетнĕ.
Вырăссем Пăлхар çине тапăннине 977, 985, 994, 997, 1120, 1164, 1172, 1183, 1220 çирĕплетме пулать. Пăлхарсем хăйсем те татăшах вырăссен хулисем сине тапăннă. Çапла тĕп хулана тăшмансенчен сыхлас тесе тĕп хулана Пăлхартан Пӳлĕре куçарнă.
XIII ĕмĕрти 20-мĕш çулсенче Атăлçи Палхар патшалăхĕ Европăри патшалăхсенчен чи малтан монголсен çарĕсемпе тĕл пулнă. Монголсем 1223 çулта тапăнса килнине вĕсем сирсе янă. 1229 тата 1232 çулсенче монголсем тепĕр хут тапăнса килнĕ. Кунхинче те пăлхарсем вĕсене çапса аркатнă. Монголсенчен хурушлăх тухнă пирки 1229 çулта Атăлçи Пăлхарĕ Руçпе мирлешнĕ. Çапах та 1236 çулта монголсем Пăлхара çапса аркатнă. Пăлхар, Пӳлĕр, Çăкату хулисене аркатнă, Сувар тата Керменчук хулисене вăйлă ватнă. Атăлçи Пăлхарне çĕнсе илнĕ хыççăн монголсем Руç çине тапăнса кайнă.
Пăлхарсем вара монголсем вĕсене çĕнсе илнипе килĕшсех кайман, вĕсем пăлханма пуçланă. Çавăнпа та 1241 çулта монголсен ку çĕрсене çĕнĕрен çĕнтерсе илме тӳр килнĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Хулисем
[тӳрлет] Атăлçи Пăлхар патшиисем
- Айтар
- Алмас
- Вырăх, — Алмаспа пĕр вăхăтра пурăннă чăваш кĕрешӳçĕ.
- Паттăр-Мумин
- Тукки
- Челпир
- Шилкка
- Ылттăнпик
[тӳрлет] Атăлçи Пăлхар чаплă çыннисем
- Валем Хуçа — авалхи чăвашсен пӳлĕхçи.
- Пачман — Атăлçи Пăлхар пикĕ.
- Пăлхарпи — Атам Атăлçи Пăлхар патшин хĕрĕ.
- Ылттăнчеч — Атăлçи Пăлхар пикĕ.
- Пуян — Атăлçи Пăлхар пикĕ.
- Тинекку — Атăлçи Пăлхар пикĕ.
- Сăвар-Элтти
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет] Вуламалли
- "О происхождении чувашского народа", Шупашкар, 1957
- М. Рясенен
- М. Н. Тихомиров
- "Болгары и чуваши", Шупашкар, 1984.
- Каховский В.Ф., "Происхождение чувашского народа", 1965.
- Э. Н. Наджип
- Ш. Ф. Мухамедьяров
- Фахрутдинов Р.Г., «Очерки по истории Волжской Болгарии», «Наука» пичет кăларăвĕ, 1984.
- Николаев В. В., "Чуваши. Этническая история и традиционная культура.", Москва, 2000.
- Николаев В. В., "История предков чувашей. XXX в. до н.э. — XV в.н.э.", Чебоксары, 2005.
- Кури Вантер, "Чăваш халахĕн историйĕ", Шупашкар, "Ялав" библиотеки, 1990.
М.П.Петров-Тенехпи, «О происхождении чуваш»
- Ашмарин Н.И., "Болгары и чуваши", Хусан, 1902; Шупашкар, 1984.
- "О состоянии и мерах улучшения массово-политической и идеологической работы в Татарской партийной организации", Постановление ВКП (б), çурла, 9, 1944.
- В. Д. Дмитриев, "Откуда мы родом" статья, "Чăваш Ен" хаçат, 1991.
- С. М. Шпилевский, "Авалхи хуласем"
- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.
- А. Кондратов, "Земля людей — земля языков", Мускав, 1974.