Вахтăр Илякки
Википедири материал
Вахтăр Илякки — чăвашсен паллă юрăçĕ. Вăл хăçан пурăнни тĕплĕн паллă мар. Вăл хальхи Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шанарпуç ялĕнче çуралса ӳснĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ, ĕçĕсем
Пирĕн критик Я. И. Хлебниковăн ашшĕ, Хлебников Г.Я. 1959 çулта Вахтăр Иляккин упранса пурăнакан пĕр юррине çырса илнĕ. Ку юрра Вахтăр Илякки 1903 çулта Шупашкара лава кайса килсен юрланă теççĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Ĕсмĕл ялĕнче çуралса ӳснĕ Альпăрт Канаш ку хайлава 1966 çулта хăйĕн амăшĕ юрланине илтнĕ. "Атте пӳрчĕ" тесе ят панă ăна. Вахтăр Иляккине Чукмара, урăхла каласан Энĕш тăрăхĕнче халĕ те ас тăваççĕ.
[тӳрлет] Вахтăр Иляккин "Атте пӳрчĕ" юрри
- Шупашкар пӳрчĕ - шурă пӳрт
- Шурă пӳрт пулин те ăшши çук.
- Атте пӳрчĕ - хура пӳрт,
- Хура пулин те ăшши пур.
- Шупашкар чăлхи - шур чăлха,
- Шурă та пулин ăшши çук.
- Анне чăлхи - хура чăлха,
- Хура пулин те ăшши пур.