Шанарпуç
Википедири материал
Шанарпуç, — Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи ял.
[тӳрлет] Истори
1917 çултанпа 1927 çулчен ял Шупашкар уесне кĕнĕ. 1918 çулхи нарăсăн 8-мĕшĕччен Кĕчкей вулăсне , кайран Елчĕк вулăсне кĕнĕ. 1926 çулхи утă уйăхĕн 20 хыççăн районсене туса хуриччен каллех Кĕчкей вулăсне кĕме пуçланă.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 ялсем Куславкка районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 17 Октябрьски районне, 1960 çулхи ака уйăхĕн 11 хыççăн Сĕнтĕрвăрри районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Çĕрпӳ районне кĕнĕ.
1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн пуçласа хальхи вăхăтчен ял Сĕнтĕрвăрри районне кĕрет.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Вахтăр Илякки — чăвашсен паллă юрăçĕ.
- Ефремов Георгий Осипович, прозаик.