Витеçуч
Википедири материал
Витеçуч, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял. Ялта 75 çын (2006) пурăнать. Асамат ялĕ çумĕнчех ларать. Пĕр урам — Симĕс урам.
[тӳрлет] Истори
1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă.1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
[тӳрлет] Паллă çынсем
- Осипова Елизавета Борисовна, чăваш çыравçи.
- Трофимов Андрей Трофимович, Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ учителĕ.