Чăваш Енĕн Элĕк районĕ
Википедири материал
Элĕк районĕ, — Чăваш Енĕн хĕвеланăç еннерех вырнаçнă район. Район администрациĕ Шупашкартан 67 çухрăмра ларакан Элĕк ялĕнче вырнаçнă. Район пуçлăхĕ — Платонов Анатолий Иванович.
Тупмалли |
[тӳрлет] Тавралăхĕ
Район çурçĕр енче Муркашпа Етĕрне районĕсемпе, хĕвеланăç енче Хĕрлĕ Чутай районĕпе, кăнтăр енче Çĕмĕрлепе Вăрнар районĕсемпе, хĕвелтухăç енче Красноармейски районĕпе юнашар вырнаçнă. Çӳрçĕртен кăнтăралла район 18 çухрăма тăсăлнă, хĕвеланăç енчен хĕвелтухăç енне — 25 çухрăма. Пĕтĕмĕшле лаптăкĕ — 554,1 км2.
[тӳрлет] Район тытăмĕ, халăх йышĕ, чĕлхе диалекчĕ
Район 12 ял тăрăхĕсенчен пуçтарăнать. Пĕтĕмпе район шутне 177 ял (чиркӳллĕ ял (сала), выçăлккă, посёлок) кĕрет. 1999 çулхи кăрлач 1-мĕшĕ тĕлне районта 22,1 пин çын пурăннă. Ытларах пайĕпе чăвашсем (98%) пурăнаççĕ. Халăх йышлăхĕ — 42,5 çын пĕр 1çм2 çине. Пĕр ялта вăтамран 205 çын пурăнать. Элĕк чăвашĕсем чăваш чĕлхин "-ке" диалекчĕпе калаçаççĕ.
[тӳрлет] Çутçанталăк
Çĕр айĕнчи пуянлăхсем районта çӳккипе пĕрех. Кирпĕч тумашкăн суглиноксем кăлараççĕ, тата карбонатлă породăсем хăш пĕр çĕртре тупма пулать. Район климачĕ вăтам континентлă. Хĕлĕсем вăрăм та сивĕ, çилĕллĕ, çăвĕсем ăшă. Хĕллехи вăтам температура — -12,9°C тан, çуллахи — +18,3°C. Палăртса юлнă чи сивĕ температура — -44°C, чи ăшши — +37°C.
[тӳрлет] Çутĕç, культура
Элĕкре Тăван ен тĕпчев музейĕ, районăн культура керменĕ ырă сунса кĕтеççĕ. Халĕ районта ... вăтам шкул ачасене пĕлӳ параççĕ. Ялсенче пĕтĕмпе 7 музей йĕркеленĕ, ... културă керменĕсем, клубсем ĕçлеççĕ. Элĕкре районăн Халăх театăрĕ ĕçлет. Чăваш чĕлхипе "Пурнăç çулĕпе" хаçат тухса тăрать.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Александров Архип Терентьев, — драматург.
- Андреев Иван Андреевич, — чăваш чĕлхи тĕпчевçи.
- Арис Аркадий Иванович, — прозаик, критик, тăлмач.
- Артемьев Александр Спиридонович, — çыравçă, тăлмач.
- Ахтупай Валентин Степанович, — чăваш сăвăç.
- Ванин Фёдор Евграфович, — чăваш сăвăç.
- Васянка Никифор Тарасович, — сăвăç.
- Волков Александр Иванович, — çыравçă.
- Воронов Станислав Кириллович, — генерал-лейтенант.
- Галкин Александр Алексеевич, — çыравçă, сăвăç, тăлмач.
- Димитриев Петр Димитриевич, — Раççей Федерацин Тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
- Дмитриев Петр Егорович, — сăвăçă.
- Емельянов Прохор Канонович, — прозаик, драматург.
- Ефимов Мирон Ефимович, — лётчик, Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Золотов Виталий Арсентьевич, — чăваш çыравçи, прозаик.
- Иванов Владимир Александрович, — тăлмач.
- Канюков Владимир Яковлевич, — литературовед.
- Кузнецов Михаил Павлович, — Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ тренерĕ.
- Ларионов Никита Ларионович, — чăваш çыравçи.
- Лукин Аркадий Васильевич, — сăвăç, тăлмач.
- Малов Аркадий Васильевич, — чăваш сăвăçи, тăлмач.
- Марков Борис Семёнович, — Чăваш халăх артисчĕ, режиссёр.
- Павлов Иван Павлович, — чăваш чĕлхеçи.
- Сапожников Геннадий Игнатьевич – тĕпчевçě, паразитолог, ихтиопатолог.
- Сереп Анатолий Трофимович, — сăвăç, прозаик.
- Синичкин Виссарион Вениаминович, — çыравçă, тăлмач, драматург.
- Степанов Михаил Степанович, — Ĕç Паттăрĕ.
- Терентьев Юрий Петрович, — çыравçă.
- Тихонов П. — Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ вăрманçи.
- Тихонов О. — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрманçи.
- Тукташ Илья Семёнович, — сăвăç, çыравçă, халăх пултарулăхне пухаканě.
- Харлампьев (Пилеш) Герасим Дмитриевич, — çыравçă, драматург, скульптор, график.
- Ямаш Владимир Михайлович, — чăваш çыравçă, сăвăç.
- Ют Николай Яковлевич, — критик, халăх пултарулăхне пухаканĕ, публицист.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
Алтай тăрăхĕнче Элĕк Мăнар пурăну вырăнĕ пур.
[тӳрлет] Каçăсем
- Элĕк районĕн сайчĕ (вырăсла)
- Элĕк районĕн канашлăвĕ (вырăсла)
[тӳрлет] Вуламалли
- Л.И.Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- А. А. Золотов, Муракаева (Золотова) Светлана Арсентьевна, "Принципам не изменили", Элĕк - Шупашкар, 1998.
- Пласкин Г. А., "Элĕксем — Перемышль паттăрĕсем", Элĕк, 1994.
Чăваш Ен районěсем | |
---|---|
Вăрмар районĕ | Вăрнар районĕ | Елчĕк районĕ | Етĕрне районĕ | Йĕпреç районĕ | Канаш районĕ | Комсомольски районĕ | Красноармейски районĕ | Куславкка районĕ | Муркаш районĕ | Патăрьел районĕ | Пăрачкав районĕ | Сĕнтĕрвăрри районĕ | Çĕмĕрле районĕ | Çĕрпӳ районĕ | Тăвай районĕ | Улатăр районĕ | Хĕрлĕ Чутай районĕ | Шăмăршă районĕ | Шупашкар районĕ | Элĕк районĕ |