Вуколов-Эрлик Филипп Николаевич
Википедири материал
Вуколов-Эрлик Филипп Николаевич, — прозаик. 1902 çулхи чӳк уйăхĕн 18 Пушкăрт Республикин Пишпӳлек районĕн Мелепоси ялĕнче çуралнă. 1979 çулхи утă уйăхĕн 28 Пушкăрт Руспубликин Туймаза районĕнчи Серафимовски посёлокĕнче вилнĕ.
1970 çултанпа СССРăн ÇП членĕ шуталанать.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Пушпӳлĕкре вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн Мускаври А. В. Луначарский ячĕпе хисепленекен театр искусствин институтне вĕренсе петернĕ. Чăваш АССРă халăх çутĕçĕн коммисариачĕн ӳнер пайĕн инспекторĕ пулса ĕçленĕ. Пишпӳлĕкре халăх театрне уçса унта К. В. Ивановăн «Нарспи» поэми тăрăх хăй çырнă юрăллă «Нарспи» драмине лартнă.
Пичетленсе тухнă кĕнекисем: