Евсевьев Макар Евсевьевич
Википедири материал
Евсевьев Макар Евсевьевич, — халăх пултарулăхне пухакан, çыравçă, этнограф, историк, мордва чĕлхин çыруллăхне никĕслекен. 1864 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс ялĕнче çуралнă. 1931 çулхи çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Хусанта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Хусанти урăх халăх вĕрентекенĕсен семинарийĕнче, Хусан патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ. Хусанти вĕрентекенсен семинаринче, ытти аслă вĕренӳ керменĕсенче вĕрентнĕ.
Ирçе Çармăс ялĕнче ăна хисеплесе палăк лартнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Мордва чĕлхи валли вĕренӳ кĕнекисем çырнă. Мăкшăсемпе ирçĕсен халăх пултарулăхне пухнă.
Çак кĕнекесене пичетлесе кăларнă: