Ирçе Çармăс
Википедири материал
Ирçе Çармăс, — Чăваш Енĕн Йĕпреç районĕнчи ял.
[тӳрлет] Истори
1920 çулхи утă уйăхĕн 31-мăшĕччен Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1927-мĕш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Мăрат вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Йĕпреç районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Турхан районне кĕнĕ. 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7 хыççăн Первомайски районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн Комсомольски районне, 1959 çулхи юпа уйăхĕн 9 хыççăн Йĕпреç районне, 1962 çулхи раштавăн 20-мĕшĕ хыççăн Патăръел районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
- Евсевьев Макар Евсевьевич, халăх пултарулăхне пухакан, çыравçă, этнограф.