Енĕш (юханшыв)
Википедири материал
Енĕш, — Чăваш Енри юханшыв. Çĕрпӳ тата Куславкка районĕсем тăрăх юхать, Куславккаран çӳлĕрех Атăла юхса кĕрет. Юханшыв тăршшĕ 60,7 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 904 км2.
Чи пысăк юпписем: Мăн Енĕш, Вăта Енĕш, Кĕçĕн Енĕш.
[тӳрлет] Ялсем
Енĕш хĕрринче вырнаçнă ялсем: Тавăшкасси, Энĕшкасси, Шĕнер Ишек, Энĕшхĕрри, Туçа, Хурамал, Улмалуй, Пишенкасси, Эплес, Куснар, Кĕçен Карач, Çатрăк, Елчĕк, Варасăр, Тĕмшер.