Ехремкасси
Википедири материал
Ехремкасси ялĕ, — Элĕк районĕнчи Ехремкасси ял тăрăхĕн тĕпĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Ял тытăмĕ, халăх йышлăхĕ
Ялта вăтам шкул пур, 295 çын (2006) пурăнать. Урамĕсем — Совет, Первомай, Сад.
[тӳрлет] Истори
1927 çулччен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă.1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
[тӳрлет] Çыхăнтару тата хаçат-журналсем, ТВ
- Çухăнтару: ОАО «Волгателеком», Би Лайн, МТС, Мегафон. ADSL тетел технологийĕсем саралнă.
- Хаçатсем-журналсем: Элĕк район хаçачĕ "Пурнăç çулĕпе" - "По жизненному пути"[1]. Чăвашла, вырăсла пичетленсе тухать.
- Телевидени: Халăх эфирлă тата спутниклă телевиденипе усă курать, кабеллĕ телевидени çук. Эфирлă телевидени РТР шутĕнчи наци каналĕпе чăвашла тата вырăсла кăларăмсене кăтартать.
[тӳрлет] Паллă çынсем
- Волкова Роза Алексеевна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ учителĕ.
- Петухов Владимир Тимофеевич, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ учителĕ.