Йăранар
Википедири материал
Йăранар, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи пилĕк урамлă (Совет, Туçи, Вăрман, Сад, Кӳлĕ) пысăк ял, 395 çын (2006) пурăнать.
Ефимов Л.А. тĕпчевçĕ Йăранар мари сăмахĕсенчен пулнă тет: эр — çармăсла «кӳлĕ», энгер — «шыв». Ялпа юнашарах Тени кӳлли пур. Авал кунта тинĕс пулнă пулать, каярахпа шывĕ кайнă, халĕ кӳлĕ çеç юлнă.
[тӳрлет] Истори
1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.