Кашмашри ял вулавăшĕ
Википедири материал
Кашмашри ял вулавăшĕ, — Чăваш Енĕн Муркаш районĕнче вырнаçнă Кашмаш ялĕнчи вулавăш. Вулавăш ялти икĕ хутлă культура çуртĕнче вырнаçнă.
2001 çулта вулавăшра пурĕ 7 пин кĕнеке пулнă, 650 çын (вĕсенчен 221-шĕ шкул ачисем пулнă) вулама çӳренĕ. Вулавăш 9 хаçат, 16 журнал çырса илнĕ.
Вулавăш çумĕнче «Чебурашка» ятлă ача клубĕ ĕçлет. Унта тĕрлĕ конкурссем, викторинăсем, кĕнеке куравĕсем иртереççĕ.
[тӳрлет] Истори
Малтан вулавăш çурчĕ пек уçнă.
1948 çулта пурĕ 900, 1953 çулта 1978 кĕнеке упраннă.
[тӳрлет] Çитĕнӳсем
2001 çулта Чăваш Енĕн Культура Министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ.