Кесов Сăрчĕ
Википедири материал
Кесов Сăрчĕ, — Тверь облаçĕнчи хула евĕрлĕ посёлок, Кесов Сăрчĕ районĕн тĕпĕ.
Хула Кашинка юханшывĕ хĕрринче, Кашин хулинчен 32 çухрăмра ларать. Облаç тĕпне, Твере çити 180 çухрăм.
Тупмалли |
[тӳрлет] Халăх йышĕ
2005 çулта посёлокра 3,9 пин çын пурăннă.
[тӳрлет] Посёлок кун-çулĕ
Ăна пĕрремеш хут 1238 çулта асăннă. Малтан виçĕ касран тăнă — Хĕрлĕ, Мулкачлă, Курак касĕсем. Каярахпа ял ӳçнĕ май Кесов Сăртне Никольскипе Рассудово ялĕсем кĕнĕ.
Авал ку посёлока Киасов Сăрчĕ тенĕ. Сăмахĕ финн-угр чĕлхисенче тăмлă вырăна пĕлтерет.
Посёлок шутне яла 1975 çулта кĕртнĕ.
[тӳрлет] Паллă вырăнсем
Посёлокăн чи паллă палăкĕ — Никольски чиркĕвĕ. Ăна 1800 çулта хăпартнă. Вăл вăхăтра Николски уйрăм ял пулнă. Рассудовăпа Киасов Сăрчĕнчи чиркĕвĕсем сыхланса юлман — вĕсен тĕпĕ çеç юлнă.
[тӳрлет] Паллă çыннисем
Посёлокра икĕ хут Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне тивĕçнĕ Алелюхин Алексей Васильевич лётчик çуралнă. Посёлокра унăн палăкĕ пур.