Кашинка (юханшыв)
Википедири материал
Кашинка, — Атăлăн сулахай юппи, Тверь облаçĕнчи юханшыв.
Юханшыв тăршшĕ 128 çухрăм, бассейн лаптăкĕ — 661 çх2. Çăлкуçĕ Тверь облаçĕн Кесов Сăрчĕ районĕнчи Болдеев ялĕ патĕнче вырнаçнă. Юханшыв çыранĕсем малтан хĕсĕк, каярахпа вара, вăтам юхăма çитсен, сарăлаççĕ. Атăла юхса кĕнĕ çĕрелле юханшыв 500-800 метр таран сарăлать. Тарăнăшĕ 1-2 метр.
Ака уйăхĕн варринче пăртан тасалать те чӳк уйăхĕн вĕçĕнче шăнса ларать. Вăтамран çулсерен пĕр çеккунт хушшинче 4,5 м3 шыв юхать.
Атăла юхса кĕнĕ вырăнтан 25 çухрăм çӳлелле кимĕсемпе çӳреме юрать.
[тӳрлет] Хуласем
Юханшыв хĕрринче Кесов Сăрчĕ хула евĕрлĕ посёлокпа Кашин хули вырнаçнă.