Корожечна (юханшыв)
Википедири материал
Корожечна, — Атăлăн сулахай юппи, Тверьпе Яраславль облаçĕсен çĕрĕсем тăрăх юхакан юханшыв.
Тăршшĕ 128 çухрăм, бассейн лаптăкĕ — 908 çх2. Вăтамран çекунтра 6 м3 шыв юхать.
Юханшыв çăлкуçĕ Тверь облаçĕн Кесов Сăрчĕ районĕнчи Мяколово ялĕ патĕнче вырнаçнă. Углич хулине хирĕç Атăла юхса кĕрет.
Юханшыв пуçĕпе вăтам юхăмĕнчи сарлакăшĕ 5-20 метр, авкаланса вăраххăн юхать. Тарăнăшĕ метр çурă таран çитет.
Углич шывуправне пула Атăла юхса кĕнĕ вырăнĕ сарăлса кайнă, 4 çухрăм тăршшĕнче кимĕсемпе çӳреме юрать.
Юханшыв хĕрринче çнсем пулă тытма, канма юратаççĕ. Юханшыв çыранĕсенче нумай таристсен базисем, санаторисем вырнаçнă.