Ламбдаизм
Википедири материал
Ламбдаизм, — хăш-пĕр чăваш сăмахĕсенчи л сасă ытти тĕрĕк чĕлхисенчи ш сасăпа тӳр килни, тĕслĕхрен, чăв. кĕмĕл — тут. кöмеш, чăв. утмăл — тут. алтмыш, чăв. хĕл — тут. кыш тата ыттисем те. Ламбдаизăма хирĕçле пулăма (л вырăнне ш каланине) сигматизм теççĕ.
Ламбдаизм чăваш чĕлхишĕн çеç мар, монгол, тунгуз-маньчжур чĕлхисемшĕн те характерлă: чăв. чол~чул «камень» — монг. чулуу~чулун «камень» — тĕрĕк таш, чăв. çул~çол «возраст» — монг. йил~жел~жил — тĕрĕк йаш «год, возраст», чăв. тĕлĕк «сон» — маньчж. tolgin — тĕрĕк тӳш тата ыттисем те.
Ламбдаизм венгр чĕлхине кĕнĕ чăваш сăмахĕсенче те (чăв. пелче «пеленка» — венг. bölcsö «колыбель»), Атăлçи пăлхар палăкĕсенче те, финн-угр чĕлхисем йышăннă чăваш сăмахĕсенче те уçăмлă курăнать. Апла пулсан ламбдаизм та, ротацизм пекех, авалхи пулăм шутланать.
[тӳрлет] Литература
- Егоров В.Г. Введение и изучение чувашского языка. М., 1930;
- Егоров В.Г. Современный чувашский литературный язык в сравнитслыю-историческом освещении. Ч., 1971;
- Федотов М.Р. Чувашский язык в семье алтайских языков.